Вторник, 13 октября

Хӗн-хурне нумай курнӑ

«Кашни вӑхӑтӑн хӑйӗн илемӗ», — тенӗ  ватӑ ҫынсем.  «Тивӗҫлӗ канӑва тухни  килте  лармаллине пӗлтермест», — теҫҫӗ Хырай Ӗнел ялӗнчи «кӗмӗл» ӳсӗмри хӗрарӑмсем. Ял клубӗнче тата библиотека пунктӗнче иртекен мероприятисене тӑтӑшах  хутшӑнаҫҫӗ вӗсем.

Ленинград блокадине тӗппипех татнӑранпа 81 ҫул ҫитнӗ кун аслӑ ӑрури ҫынсемпе Хырай Ӗнел  библиотека пунктӗнче  «Вилӗмсӗр паттӑрлӑх» ятпа калаҫу сехечӗ иртрӗ.  Тӑшман Ленинграда йӗри-таврах хупӑрласа илнӗ, хулана ҫар хатӗрӗсем тата апат-ҫимӗҫ турттарса пымалли ҫулсене татнӑ. Выҫлӑха тӳсеймесӗр хула парӑнасса кӗтнӗ тӑшман, анчах та кӗтсе илеймен. Халӑх хӑрушӑ вилӗме хирӗҫ кар  тӑрса тӑшмана ҫӗнтерме пултарнӑ.

Мероприятине хутшӑннӑ ҫынсем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ тапхӑрӗсене тишкерчӗҫ,  блокада вӑхӑтӗнче пуҫ хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.

Малалла сӑмах блокада нушине чӑтса ирттернӗ  Хырай Ӗнел ачи ҫинчен пулчӗ.

«Тӑван Атӑл» журналӑн 2010 ҫулхи 3-мӗш номерӗнче «Ӗмӗр сакки» ярӑмра Арсений Тарасов «Блокада ачи» статьяра блокадӑри Ленинград ҫинчен ҫырса панӑ. Унта пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫа  Павел Петрович Ишмуратов шӑпи урлӑ сӑнласа панӑ. Сӑн ӳкерчӗкӗсем Сергей Журавлевӑн.

Ленинград облаҫне вербовкӑпа тухса кайнӑ Павӑлпа ашшӗне каялла Чӑваш ҫӗршывне килме пӳрмен, блокада пуҫланнӑ. Хула ункӑра — ҫул ҫук. Блокада вӑхӑтӗнче мӗнле хӑрушӑ ӗҫсем пулса иртнине ӑнсӑртран чӗрӗ юлнисем ҫеҫ пӗлеҫҫӗ. Вуникӗ ҫулхи Павӑл та мӗн кӑна чӑтса ирттермен пулӗ, мӗн чухлӗ куҫҫуль тӑкнӑ. Блокада вӑхӑтӗнче Павӑл ашшӗне ҫухатни ҫав тери пысӑк хурлӑх пулнӑ уншӑн. Целлюлозӑран тата пӑчкӑ кӗрпинчен пӗҫернӗ 125 грамм ҫӑкӑр та мӗн тери хаклӑ пулнӑ уншӑн. Выҫлӑхпа шартлама сивӗсене мӗнле чӑтса ирттернӗ-ши вӑл? Вӑрҫӑ вӗҫленсен тӑван ялне ҫитсен Павӑла паллама та пулман. Вӑл тӑван амӑшӗпе те калаҫайман. Амӑшӗ вырӑсла пӗлмен, ывӑлӗ чӑвашла маннӑ. Амӑшӗ ӑна чӗрӗ-сывӑ курасса шанман та.

Хӗрарӑмсем Павел Петрович асаилӳре каласа хӑварнисене куҫҫульпе итлесе ларчӗҫ. Шел пулин те, халӗ П.Ишмуратов пирӗн хушӑра ҫук.

Валентина ПОТАПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *