Ҫемье вучахӗн ӑшшине упраса пӗр-пӗринпе пӗр ҫӑвартан тенӗ пек пурӑнакан мӑшӑрсене халӑхра «ҫӳпҫипе хупӑлчи» теҫҫӗ. Ҫакнашкал ҫемьесем пирӗн хушӑра та йышлӑ. Ҫак кунсенче Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнче тӳрех икӗ мӑшӑр «ылтӑн туй» кӗрекине ларнӑ. Шӑпа пӳрнӗ мӗнпур йывӑрлӑха пӗрле тӳссе ирттерсе, савӑнӑҫне те, хурлӑхне те пӗрле пайласа пурнӑҫ сукмакне алла-аллӑн такӑрлатса пурӑнакан мӑшӑрсем — пуриншӗн те ырӑ тӗслӗх.
Январӗн 11-мӗшӗнче Тӗвенеш ялӗнче пурӑнакан Галинӑпа Федор Журавлевсем пӗр ҫемье чӑмӑртанӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа савӑнӑҫлӑ уяв йӗркеленӗ. Килӗшӳллӗ мӑшӑра Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина тата культура ӗҫченӗсем ӑшшӑн саламланӑ. Галина Николаевнӑпа Федор Алексеевич виҫӗ ачана кун ҫути парнелесе тивӗҫлӗ воспитани парса ҫитӗнтернӗ. «Ылтӑн» юбилярсен 5 мӑнук.
Ҫак кунах Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Коноваловсем те «ылтӑн туйне» уявланӑ. Людмила Петровнӑпа Николай Васильевич ӗмӗрне колхозра ӗҫлесе ирттернӗ, виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ, паянхи кун 5 мӑнукӗпе савӑнаҫҫӗ. Вӗсен ҫемйинче яланах килӗшӳпе юрату хуҫаланать, пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах ӑнланса, пулӑшса пурӑнни ҫемьене тата та ҫирӗплетет.
Хисеплӗ те шанчӑклӑ мӑшӑрсене эпир те уявпа саламлатпӑр, ырлӑх-сывлӑх, телей сунатпӑр.

