Вторник, 13 октября

Ыркӑмӑллӑх концерчӗ

Декабрӗн 4-мӗшӗнче районти Культура ҫуртӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене пулӑшу кӳрес тӗллевпе ыр кӑмӑллӑх концерчӗ иртнӗ.

Мероприятие СВОна хутшӑнакансен ҫемйисем, волонтерсем тата ыттисем те йышлӑн хутшӑннӑ. Чи хастар волонтерсене Менфенисе  Прохоровӑна  тата Владимир Воронова муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе чысланӑ.

Концертра Светлана Печникова, Людмила Кинер, Лидия Изекеева, Ильнар Хисамов, Елена Яковлева, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн кадечӗсем тата ытти талантлӑ юрӑҫсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.

Пуҫтарӑннӑ укҫа-тенке Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене кирлӗ хатӗрсем тата медикаментсем туянма ярӗҫ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *