Вторник, 13 октября

Вӗсен алӑ усса ларма вӑхӑт ҫук

Декабрӗн 5-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери волонтер кунне уявлаҫҫӗ. Ӑна ООН Генеральнӑй Ассамблейи 1985 ҫулта хӑй ирӗккӗн пулӑшакансем общество аталанӑвне пысӑк тӳпе хывни ҫине тимлӗх уйӑрма хистес тӗллевпе туса хунӑ. Паянхи ҫӗршывсем хушшинчи ҫӑмӑл мар лару-тӑрура волонтерсен пулӑшӑвӗ уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни куҫкӗрет. Вӗсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тӗрлӗ енлӗн пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.

Ҫак паллӑ кун умӗн Комсомольскинчи «кӗмӗл» волонтерсем валли уяв йӗркеленӗ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗн — территорисене тирпей-илем кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленин начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин «Кӗмӗл ӳсӗм» центра ҫӳрекенсене округ пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсене парса чысланӑ. РФ Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент службин ертӳҫи Надежда Юманова тата ӗҫченӗ Ирина Самарина «Единая Россия» партин регионти уйрӑмӗн Тав хучӗсене тивӗҫнӗ.

«Кӗмӗл» волонтерсен ӗҫӗ-хӗлӗпе эпир хаҫат вулаканӗсене пӗрре  мар паллаштарнӑ. Апла пулин те, вӗсем питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пурнӑҫлани ҫинчен тепӗр хут каласа хӑварас килет. Ҫак ырми-канми ҫынсем, тивӗҫлӗ канура пулсан та, пӗрре те килте алӑ усса лармаҫҫӗ.  Вӗсем куллен пӗрле пуҫтарӑнса СВОри ентешсем валли маскировка тетелӗсем хатӗрлеҫҫӗ, ӑшӑ япаласем ҫыхаҫҫӗ, дронран хӳтӗлекен утиялсем ҫӗлеҫҫӗ, ҫавӑн пекех салтаксене валли гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатаҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне вӗсем пурӗ 130 маскировка тетелӗпе 200 ытла хӳтӗлев утиялӗ хатӗрленӗ! Вӗсем хушшинче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен амӑшӗсем, асламӑшӗсем те пур. Ҫавӑнпа та вӗсемшӗн волонтер ӗҫӗ чуна ҫывӑх. «Эпир ку ӗҫе Тав хучӗ илессишӗн пикенмен, чӗре ыратнипе кунта ҫӳретпӗр», —теҫҫӗ вӗсем.

Ҫавӑн пекех «кӗмӗл» волонтерсем республикӑра иртекен ытти ыр кӑмӑллӑх акцийӗсене те хастаррӑн хутшӑнаҫҫӗ, сӑмахран, палӑртнинчен маларах ҫуралнӑ ачасем валли нускисем, калпаксем, утиялсем ҫыхаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне культура мероприятийӗсенче те вӗсем питӗ хастар: округри кашни уява хутшӑнаҫҫӗ, экскурсисене кайса килеҫҫӗ, конкурссенче пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ.

Альбинӑпа Виктор Кокшинсем тата Валерий Ванюркин илемлӗ юрӑсем шӑрантарса пуҫтарӑннисене уявпа саламланӑ. Мероприятире «кӗмӗл»  волонтерсене нумай ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ, малашне те пур ҫӗре те ӗлкӗрсе пыма, ырӑ ӗҫ туса хӑйсен ӑшшине таврари ҫынсене парнелеме иксӗлми вӑй-хал суннӑ. 

Наталья Калашникова.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *