Понедельник, 17 июня

Тӗлпулу усӑллӑ иртнӗ

Тӗлпулу усӑллӑ иртнӗ

Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра кӑҫалхи январьтен пуҫласа ҫамрӑксен «Продвижение» хутшӑну территорийӗ ӗҫлет. Унта час-часах тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Майӑн 21-мӗшӗнче ҫамрӑксем тӗрлӗ сферӑри специалистсемпе тӗл пулса калаҫнӑ.

Тӗп больницӑн наркологӗ Людмила Ярышева ачасене наркоманин, алкоголизмӑн, пирус туртнин сиенӗ ҫинчен тӗплӗн каласа ӑнлантарнӑ, ачасемпе ҫамрӑксем ҫак сиенлӗ йӑласемпе туслашни вара уйрӑмах хӑрушӑ пулни ҫинчен каланӑ. Электронлӑ сигаретсем туртни ҫине врач-нарколог уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Калаҫу вӑхӑтӗнче ачасем специалиста тӗрлӗ ыйтусем панӑ, сиенлӗ йӑласем мӗн патне илсе пыни ҫинчен пӗлнӗ.

РФ Ш,Мӗн «Комсомольский» уйрӑмӗн административлӑ саккунсене пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен инспекторӗ Танзиля Фасхутдинова ҫул-йӗр ҫинчи асӑрханулӑх ҫинчен аса илтернӗ, тӗрлӗ транспортпа ярӑннӑ чухне питӗ тимлӗ пулмаллине палӑртнӑ. Уйрӑмах ку ҫуллахи вӑхӑтра ҫивӗч ыйту пулса тӑрать.

Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен  центрӑн консультанчӗ Ольга Шакмакова ҫулла ачасем хӑйсене валли укҫа ӗҫлесе илме пултарни ҫинчен каласа панӑ. 14—18 ҫулсенчи ҫамрӑксем ҫакна «Работа в России» платформа урлӑ тума пултараҫҫӗ.

Тӗл пулу вӑхӑтӗнче «Навигаторы детства» юхӑмӑн муниципалитетри кураторӗ Ксения Лукиянова лидер пахалӑхӗсене палӑртас енӗпе тренинг та ирттернӗ.

Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *