Пӗтӗм тӗнчери Ҫемье кунне халалласа Александровкӑри культура ҫуртӗнче «Пӗрле телейлӗ» квиз ирттернӗ. Ку ӑмӑрту вӑхӑтӗнче унта хутшӑнакансем тӗрлӗ ыйтусем ҫине хуравланӑ.
Мероприятие чи пултаруллӑ, активлӑ, эрудициллӗ ҫемьесем — Лариса Макаровнӑпа Сергей Витальевич Антоновсем тата Татьяна Ивановнӑпа Валерий Федорович Волковсем — хутшӑннӑ. Вӗсем ҫемье ҫинчен калакан ваттисен сӑмахӗсене пӗлес енӗпе тупӑшнӑ, тӗрлӗ ҫулсенчи туйсем мӗн ятлӑ пулнине, ҫемьери вӑл е ку тӑвана мӗнле сӑмахпа палӑртнине аса илнӗ.
Пуҫтарӑннисем пурте пӗрле «Деревенька» тата «Зимняя песня» юрӑсене шӑрантарни тӗл пулӑва илем кӳнӗ.