Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пӗтӗмпех аркатнӑ, унтан 1970 ҫулсенче ҫӗнӗрен хӑпартнӑ Стаханов хули иртнӗ вӑхӑта таврӑннӑн туйӑнать: хӑна ҫуртне, колледжа, ача ҫуратмалли ҫурта сирпӗтсе янӑ…
Шӑпах ҫакӑнта 4 уйӑха яхӑн служба командировкине ирттернӗ те Раҫҫей ШӖМӗн Мускав хулинчи Котловка районӗн уйрӑмӗн начальникӗн ҫумӗ, полици подполковникӗ Александр Филиппов.
Александр Валерьевич пирӗн районти Хырхӗрри ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шкул хыҫҫӑн вӑл вӑрман училищине пӗтернӗ, службӑра пулнӑ. А.Филиппов Чита облаҫӗнчи РФ ҫарпа сывлӑш вӑйӗсен 21818-мӗш ҫар чаҫне лекнӗ. Демобилизаци хыҫҫӑн ҫулталӑк иртсен Мускава кайнӑ, полицин участок уполномоченнӑйӗнче ӗҫлеме пикеннӗ.
— Полици ӗҫченӗ пуласси — манӑн ачалӑхри ӗмӗт. Яланах саккуна тытса пыракан, ҫынсене усӑ кӳрекен, формӑллӑ ӗҫченсем килӗшетчӗҫ. Ҫынсене хӳтӗлес, пулӑшас килетчӗ, — тет А.Филиппов.
Хӑйӗн должноҫӗнче Александр Валерьевич 2019 ҫултанпа тӑрӑшать.
— Ӗҫленӗ чухне кашнинпе пӗр чӗлхе тупма пӗлмелле. Полици ӗҫӗ йывӑр, пурин те ҫакна валли чӑтӑмлӑх ҫитеймест. Хӑш-пӗр чухне ҫынна тӗрев пани, тен, службӑн урӑх вырӑнне куҫарни те, кирлӗ. Ҫын тӳрех ӗҫрен пӑрахасси пирки ан шутлатӑр, — каласа парать кӑткӑслӑхсем ҫинчен подполковник.
Ятарлӑ ҫар операцийӗ иртекен зонӑна каймалли ҫинчен хут килсен Александр Валерьевич ҫак хыпара лӑпкӑн йышӑннӑ:
— Паллах, маншӑн ку ҫӗнӗлӗх пулчӗ, ҫапах та унран пӑрӑнса юлас шухӑш пулман. Хушнӑ пулсан — каймаллах. Ку вӑл — служба. Эпӗ каймасан кама та пулин урӑххине ярасса пӗлнӗ. Унта лекессинчен хӑраман.
Мӑшӑрӗ Анна тата ывӑлӗ Михаил та ҫак йышӑнӑва хирӗҫлемен. Вӗренӳ витӗр тухнӑ, инструктаж илнӗ тата психологсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн Александр Филиппов Луганск халӑх республикине ҫул тытнӑ.
— Малтан мана Донецка ямаллаччӗ, анчах кайран пире пайласа ячӗҫ те эпӗ Луганска лекрӗм. Манпа пӗрле тата пирӗн ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенчен 20 ҫынччӗ. Мана Стаханов хулине командировкӑна ячӗҫ. Хушнӑ ҫӗре кайнӑ чухне Украина енчи корректировщик ҫак хулара ҫуралса ӳсни, вӑл полицин территори уйрӑмне сирпӗтсе яма шантарни ҫинчен каласа пачӗҫ. Апла пулин те хама лӑпкӑрах вырӑна яма ыйтас шухӑш пулмарӗ, ӑҫта хушнӑ — ҫавӑнта кайрӑм, — аса илет А.Филиппов.
ШӖМӗн «Стахановский» уйрӑмӗнче унӑн тивӗҫӗ кадрсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса парасси пулнӑ:
— Халӗ Луганск республикинче саккунсем улшӑнаҫҫӗ, Раҫҫейрисемпе пӗрпекленеҫҫӗ. Эпӗ ӗҫтешсене документсене мӗнле йӗркелемеллине вӗрентеттӗм. Паллах, кунта кадрсен ыйтӑвӗ кӑна марччӗ. Енчен те кама та пулин пулӑшу кирлӗ пулсан, пурне те пулӑшнӑ.
Александр Валерьевич каланӑ тӑрӑх, пай сотрудникӗсем тата унти ҫынсем ӑна ӑшшӑн кӗтсе илнӗ.
— Манпа паллаштарнӑ чухне алӑ та ҫупрӗҫ, пулӑшма килнишӗн тав турӗҫ. Ҫынсем область Раҫҫее кӗнӗшӗн питӗ савӑнаҫҫӗ, ҫакна вӗсем тахҫантанпах кӗтнӗ, — тет вӑл.
Подполковник каланӑ тӑрӑх, чылай япала уншӑн малтанлӑха ҫӗнӗлӗх пулнӑ%
— ПВО тытӑмӗ ӗҫлеме пуҫласан, эпир тӳрех полици уйрӑмӗнчен тухса кайма тӑрӑшаттӑмӑр. Хулара ҫынсем пӑрахса хӑварнӑ хваттерсем нумай пулни те хӑрушлӑх пулнипе ҫыхӑннӑ пулӗ.
Стахановра шыв ыйтӑвӗ питӗ ҫивӗч. Ирхине пачах та ҫук, каҫхи 6 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен ҫеҫ параҫҫӗ. Ҫав хушӑра килти пур савӑта шыв тултарса ӗлкӗрмелле.
Июльте шыв пачах та пулмарӗ. Юрать, эпӗ пурӑнакан ҫурт ҫывӑхӗнче ҫӑлкуҫ пурччӗ те унта ҫӳреттӗм. Стаханов ҫумӗнче Первомайски хули вырнаҫнӑ, унта вара ку енӗпе тата та йывӑртарах. Хулана пӗтӗмпех сирпӗтсе аркатнӑ, унта шыва лавккара ҫеҫ туянма пулать, анчах та унта та вӑл яланах пулмасть, — каласа парать йывӑр лару-тӑру ҫинчен полици подполковникӗ.
Вырӑнти ҫынсем пӗтӗм йывӑрлӑха хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. Кӑҫал чылай вӑхӑтранпа пӗрремӗш хут ачасем шкула кайнӑ, унччен вӗренӳ дистанци мелӗпе ҫеҫ иртнӗ.
— Эпӗ Стахановра пулнӑ вӑхӑтра та «прилетсем» пулчӗҫ. Сентябрӗн 6-мӗшӗнче украинецсем HIMARS ракета ячӗҫ, вӑл апат-ҫимӗҫ складне сирпӗтсе ячӗ, — аса илет А.Филиппов.
Малтанлӑха унӑн командировки 40 талӑк пулмалла пулнӑ, анчах та кайран ӑна тӑсма йышӑннӑ. Пӗтӗмӗшле вӑл ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче пӗлтӗрхи майӑн 27-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 23-мӗшӗччен пулнӑ. Таврӑннӑ хыҫҫӑн ӑна реабилитацие Челябинск облаҫӗнчи «Лесное озеро» санаторие янӑ.
— Унта питӗ лайӑх санаторипе курорт сиплевӗ: радон тата пылчӑк ваннисем, массаж, ингаляцисем… Ҫакӑ йӑлтах сывлӑха йӗркене кӗртме пулӑшрӗ, — пӗлтерет А.Филиппов.
Саккунлӑхпа право йӗркине тытса пырассинчи ӗҫӗсемшӗн, служба тивӗҫӗсене тӗслӗхлӗн пурнӑҫланӑшӑн полици подполковникне Луганск республикин «За боевое содружество» медалӗпе тата «За отличие в службе в особых условиях» паллӑпа наградӑланӑ.
«Петровка 38» хаҫатран.