Шупашкар хӑйӗнпе паллаштарать

Шупашкар хӑйӗнпе паллаштарать

Мускаври «Россия» форум-выставкӑра Чӑваш Республикинчи муниципаллӑ округсен кунӗсем малалла пыраҫҫӗ. Патӑрьел округӗ хыҫҫӑн майӑн 14-мӗшӗнче Шупашкар хули хӑйӗн экспозицине уҫнӑ. Вӑл июнӗн 2-мӗшӗччен пырӗ. Унта чылай ҫын пырса курма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ.

Майӑн 21—23-мӗшӗсенче кунсем  «Шупашкар — телейлӗ ачалӑх хули» ятпа иртӗҫ. Ҫак вӑхӑтра кунта творчество мастер-класӗсем, квестсемпе вӑйӑсем йӗркелӗҫ. Вӗсене чӑваш чӗлхипе те ирттерме палӑртнӑ.

Майӑн 24—25-мӗшӗсенче «Шупашкар — ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» ятпа мероприятисем  пулӗҫ. Вӗсенче тӗп хуламӑрти промышленность предприятийӗсем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Ҫӗнтерӗве туптама мӗнле пулӑшни пирки каласа парӗҫ.

Кӑҫал Шупашкар хули ҫуралнӑранпа 555 ҫул ҫитет. Ҫавӑнпа та майӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 2-мӗшӗччен экспозицисене «Шупашкар-555» ятпа йӗркелӗҫ. Вӑл кунсенче тӗп хуламӑрти паллӑ та чаплӑ вырӑнсем  тӑрӑх виртуаллӑ ҫулҫӳрев йӗркелӗҫ. Хаваслӑ вылявсем, лотерейӑсем ирттерӗҫ, «Открой Чебоксары» аттракцион пулӗ. Кашниех «Шупашкар ҫинчен 555 ыйту» викторинӑна хутшӑнма пултарӗ. «Памятники города Чебоксары» мемор-квиз, тӗрлӗ интерактивсем те пурне те хӑй патне йыхравлӗҫ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *