Воскресенье, 28 апреля

Хырай Ӗнелсем хастар хутшӑнаҫҫӗ

Хырай Ӗнелсем хастар хутшӑнаҫҫӗ

Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах пӗтӗм ҫӗршывӗ-пех салтаксене пулӑшаҫҫӗ. Пирӗн округри халӑх та пархатарлӑ ӗҫе кӑмӑлтанах хутшӑнать.

Хырай ,нел ялӗнче пурӑнакансем те ҫак пуҫарӑва ырлаҫҫӗ, мӗн пултарнӑ таран пулӑшу кӳме тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем культура ҫуртне пухӑнса маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, розжиг тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫар ҫыннисене харпӑр хӑй гигиенине пӑхӑнмалли хатӗрсем, ӑшӑ утиялсем, апат-ҫимӗҫ, чей-кофе, аялти кӗпе-йӗм, нускисем туянса гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатаҫҫӗ. Автомашинӑсем валли запас пайсем, сеткӑсем туянма та укҫа-тенкӗ пухаҫҫӗ. Шкул ачисем ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене хавхалантаракан ҫырусем шӑрҫалаҫҫӗ. 

Кирек мӗнле ӗҫе те йӗркелесе яракан, тытса пыракан кирлӗ. Ял ҫыннисене яланах хавхалантараканни, вырӑнтан хускатаканни — Альбина Николаевна Александрова.

«Эпӗ тивӗҫлӗ канура ӗнтӗ, малтан почтӑра, магазинта, клубра вӑй хунӑ. Яланах халӑхпа хутшӑнса ӗҫлеме хӑнӑхнипе-ши, халӗ те ҫынсемшӗн, обществӑшӑн усӑллӑ ӗҫ тӑвас килет. Ял-йыш малтан та салтаксене пулӑшнӑ пулсан, ялтан иртнӗ кӗркунне виҫӗ арҫын контрактпа ҫар ретне тӑнӑранпа хастарлӑх татах та ӳсрӗ. Эрнере икӗ хутчен культура ҫуртӗнче пухӑнса маскировка сеткисем ҫыхатпӑр. Ҫак ӗҫрен Галина Николаевна Дьяконова, Людмила Антоновна Мукшина, Вера Васильевна Курицына пӗртте юлмаҫҫӗ. Нина Яковлевна Зайцева, ҫулӗсем чылай пулин те, яланах пирӗн хушӑра. Ыттисем те питӗ хастар.

Шупашкарта, ытти хуласенче пурӑнакан ентешӗмӗрсем те пархатарлӑ ӗҫрен айккинче юлмаҫҫӗ, ял чатӗнче вуласа хыпар пӗлсессӗнех укҫа куҫараҫҫӗ, тепӗр чухне япаласем те килсе параҫҫӗ. 

Пуҫтарӑннӑ гуманитари пулӑшӑвне Комсомольскине ӑсатма е кирлӗ япаласене туянма каяс тесен ялти водительсем пӗри те хирӗҫлемеҫҫӗ, кирлӗ ҫӗре туххӑмрах илсе ҫитереҫҫӗ. Эпир фронтри хамӑр ентешсемпе ҫыхӑну тытсах тӑратпӑр, посылкӑсем илсен вӗсем пире кашнинчех тав сӑмахӗсем калаҫҫӗ, видео ӳкерсе яраҫҫӗ», — кӑмӑлтанах каласа пачӗ Альбина Николаевна.

Ырӑ ӗҫ туни ӗмӗрлӗхех, вӑл ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑштӑрччӗ.

Любовь ШУРЯШКИНА.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *