Ҫанталӑк кунран-кун ӑшӑтсах пырать. Апла пулсан ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем те ҫывхараҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче йӑлана кӗнӗ агроинженери конференцийӗ пулса иртрӗ. Ӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ертсе пычӗ. Калаҫу унта тӗпрен илсен ҫуракине тӗплӗн хатӗрленсе ҫитсе палӑртнӑ ӗҫсене пахалӑхлӑ тата вӑхӑтра пурнӑҫласси тавра пычӗ. Конференци ӗҫне Россельхознадзор управленийӗн Чӑваш Республикинчи тата Ульяновск облаҫӗсенчи уйрӑмӗн представителӗсем Р.Б.Петрова, Ю.В.Булаткин, «Россельхозцентр» ФГБУ филиалӗн начальникӗн ҫумӗ О.П.Белова тата ытти ведомствӑсемпе учрежденийӗсен специалисчӗсем хутшӑнчӗҫ.
Округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан М.М.Зайнуллин ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсен кӑҫалхи ака-суха ӗҫӗнче тумалли ӗҫсем пирки чарӑнса тӑчӗ. Округра кӑҫал 13 пин ытла гектар ҫинче ӗҫсем пурнӑҫламалла. Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем, ҫӗрулми, техникӑлла культурӑсем акмалла, ҫӗрулми лартмалла. Кӗр тыррисене тата нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантармалла, сӳремелле. Ӗҫ калӑпӑшӗ сахал мар. Ҫавӑнпа та пур формӑллӑ хуҫалӑхсен те ака-суха ӗҫӗсем ҫине пысӑк яваплӑх уйӑрмалла.
Уй-хӗр ӗҫӗсене пурнӑҫласси техника пахалӑхӗнчен нумай килет. Округри пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче 530 ытла тӗрлӗ маркӑллӑ тракторсем шутланаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсене техника тӗрӗслевӗ витӗр кӑларасси пырать. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем техосмотр ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Округра ҫуракинчи ӗҫсене пурнӑҫлама техника вӑйӗ ҫителӗклӗ. Вӗсене тухӑҫлӑ ӗҫлеттерме 428 тонна дизель топливи, 42 тонна бензин тата ытти ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем кирлӗ. Паянхи кун вӗсене илсе килеҫҫӗ.
Мӗн акатӑн — ҫав шӑтать, теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та хуҫалӑхсем вӑрлӑх пахалӑхӗ ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Тӗрӗслеттернӗ вӑрлӑхӑн 97 проценчӗ кондицие ларнӑ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫӗнӗ вӑрлӑх туянаҫҫӗ, мӗн пуррине те лайӑх пахалӑх шайне ҫитерес тесе тимлеҫҫӗ. Хуҫалӑхсем вӑрлӑха имҫамласа акма тӑрӑшаҫҫӗ.
Тӑпрана хывмасӑр та унтан пысӑк тухӑҫ илме ҫук. Ҫавӑнпа та предприятисем удобренисем илсе килеҫҫӗ. Хальлӗхе 733 тонна хатӗрленӗ, ку ӗҫ малалла пырать.
Малалла конференцире ял хуҫалӑх тытӑмӗнчи тӗрлӗ шайри предприятисемпе учрежденисен представителӗсем сӑмах илчӗҫ. Вӗсем те ҫуракине ӑнӑҫлӑ ирттерес ыйтусем пирки чарӑнса тӑчӗҫ. Вӑрлӑх, ӳсентӑран чирӗсене хирӗҫ кӗрешесси, им-ҫамсемпе усӑ курасси, техника, ҫунтармалли- сӗрмелли материалсем, удобренисем тата ытти пирки те калаҫрӗҫ, сӗнӳсемпе канашсем пачӗҫ.
Канашлу ӗҫне Н.Н.Раськин пӗтӗмлетрӗ.
Ремис Шарафутдинов.