«Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ» наци проектне хутшӑнакан предприятисем хӑйсен патӗнчи майсемпе туллинрех те ӑнӑҫлӑрах усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗслӗх вырӑнне «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» агрохолдингра ку енӗпе туса ирттернӗ ӗҫсене илсе кӑтартма пулать. Унта сотрудниксем хушшинче ӗҫ вырӑнӗсене 5С системӑпа йӗркелес тӗлӗшпе конкурс ирттернӗ.
Ӗҫ вырӑнне пӗлсе йӗркелени — перекетлӗ производство инструменчӗсенчен пӗри. Вӑл пилӗк утӑмран тӑрать: сортировка, йӗркене пӑхӑнни, тирпейлӗх, стандартизаци тата ӗҫе ҫӗнӗлӗхсем кӗртни. Кирлӗ япаласене ал айӗнче тытни, вӗсем ӑҫта пулнине пӗлсе тӑни, ӗҫ вырӑнне тасатни, ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне технологи стандарчӗсене ҫирӗп пӑхӑнни хӑйӗн «ҫимӗҫӗсене» параҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ конкурсра жюри пулнӑ регионти компетенци центрӗн эксперчӗсем. Ҫакӑн пек конкурс ирттерессин пуҫарӑвӗ предприяти ертӳҫинчен Владислав Поповран тухнӑ. Чи лайӑххисене укҫа-тенкӗ енчен хавхалантарма йышӑннӑ.
Хӑйсен ӗҫ вырӑнӗсенче тирпей-илем кӗртессине аш-какай комбинатӗнчи пур цех та пуҫланӑ. Ҫурма фабрикатсен фасовкин участокӗнче тӑрӑшакансем конкурс ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнӑ. Вӗсем продукцие чӗркессине урӑхларах йӗркелемелли май тупнӑ.
Конкурс умӗн этикеткӑсем, контейнерсем тӗрлӗ ҫӗрте пулнипе ӗҫлекенсем вӗсене илме кайса, складсене заявкӑсем парса чылай вӑхӑт ҫухатнӑ. 5С принципӗсене ӗҫе кӗртни участоксенчи кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлма, контейнерсемпе этикеткӑсене ӗҫ вырӑнӗсен ҫывӑхнерех хума май панӑ. Ҫакӑ ӗҫ процесне хӑвӑртлатас енӗпе пӗлтерӗшлӗ пулни палӑрнӑ.
Аса илтеретпӗр, «Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ» наци проектне чӗртаварпа ҫыхӑнман, ҫулталӑкне 400 миллион тенкӗрен кая мар продукци хатӗрлесе сутакан предприятисем хутшӑнаҫҫӗ.