Иртнӗ эрне паллӑ пулӑмпа асра юлчӗ, Раҫҫей Президентне суйларӑмӑр. Маларах Раҫҫей Президенчӗ В.Путин Федераци Советне ҫулсерен яракан Ҫырупа тухрӗ. Республикӑра тата пирӗн округра мартӑн 20-мӗшӗнче иртнӗ черетлӗ Информаци кунӗнче те ҫав пулӑмсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ.
Информаци кунне округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ертсе пынӑ. Унта округ депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, территорири суйлав комиссийӗн председателӗ Олеся Митюкова, участок суйлав комиссийӗсен председателӗсем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, чӗннӗ хӑнасем хутшӑннӑ.
Округӑн контрольпе организаци тата кадрсен енӗпе ӗҫлекен пай начальникӗ М.А.Илларионова пуҫтарӑннисене иртнӗ суйлав пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарнӑ. Округра пурӑнакансем гражданла тивӗҫе пурнӑҫлама хастар хутшӑннине палӑртнӑ, малашне вара Раҫҫей Президенчӗ Федераци Советне янӑ Ҫырура палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлассишӗн тӑрӑшмалли ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Округӑн пултаруллӑ ҫыннисене И.А.Ласточкинӑна, Г.М.Гайнулловӑна, Т.Е.Варламовӑна, М.М.Чумаровӑна, И.Г.Адиевӑна, Г.Н.Филипповӑна, Н.А.Петровӑна, Е.И.Тихоновӑна, Н.В.Антоновӑна Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ юбилей медалӗсемпе наградӑланӑ.
Информаци кунӗнче тата ытти ыйтусене те сӳтсе явнӑ.
(Хамӑр инф.).