Воскресенье, 28 апреля

Кӑҫалхи пӗрремӗш техосмотр иртрӗ

Кӑҫалхи пӗрремӗш техосмотр иртрӗ

Йӗри-тавра шурӑ юр выртать, каҫсерен аванах шӑнтсан та, кӑнтӑрла ҫанталӑк ҫуркунне ҫитнине систерет. Апла пулсан ҫӗр ӗҫченне ҫураки ҫывхарнине те асӑрхаттарать. Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем пуҫланиччен вара хресченӗн вӑрлӑхӗ те, удобренийӗ те, хирте ӗҫлемелли техники те хатӗр пулмалла.

Пирӗн округра кӑҫал, ытти ҫулсенчи пекех, техника тӗрӗслевӗ «Слава картофелю» агрофирмӑсен компанийӗнчен пуҫланчӗ. Яланхи пекех кунта техникӑна тӗрӗслеве ҫӳллӗ шайра хатӗрленӗ. Комисси кӑлтӑксем асӑрхасах каймарӗ. Аякран пӑхсан пурте ҫӗнӗ пекех курӑнаҫҫӗ. Анчах та вӗсем хушшинче вунӑ е ытларах ҫул ӗҫлекенни те чылай. Механизаторсем хӑйсене шанса панӑ техникӑна пӑхса тӑни, вӑхӑтра пӗчӗк кӑлтӑксене пӗтерни «хурҫӑ утсен» ӗмӗрне  вӑрӑмлатма пулӑшать те.

«Слава картофелю» агрофирмӑсен компанийӗнче пурӗ 43 единица техника шутланса тӑрать. Вӗсенчен 7-шӗ  — тырпул пуҫтарса кӗртмелли комбайнсем, 8-шӗ — складсенче ӗҫлекен погрузчиксем, 27-шӗ — тӗрлӗ маркӑллӑ тракторсем, имҫам сапмалли «Туман» машина. Ҫуркуннехи техника тӗрӗслевӗнче комисси ака-суха ӗҫӗсенче тӗп вӑй пулса тӑракан тракторсем ҫине ытларах тимлӗх уйӑрчӗ. Вӗсем пурте тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнине палӑртрӗ.

Агрофирмӑсен компанийӗнчи механизаторсен кӑҫал та ӗҫ калӑпӑшӗ пӗчӗк мар. 20-шер гектар кишӗрпе хӗрлӗ чӗкӗнтӗр акма, 700 гектар ҫӗрулми лартма палӑртнӑ. Вӗсемсӗр пуҫне пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем, сидераллӑ культурӑсем те пулӗҫ. Вӗсем ҫинче ӗҫлеме шанчӑклӑ техника кирлине специалистсем те, механизаторсем те аван ӑнланаҫҫӗ.

Патшалӑх техника надзорӗн округри уйрӑмӗн тӗп инженерӗ Н.А.Райков та, округӑн  ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ Р.М. Шарафутдинов та, «Слава картофелю» агрофирма тӗп инженерӗ Е.А.Козинпа механикӗ З.Р.Салеев та механизаторсене ӗҫ вӑхӑтӗнче техника хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ҫирӗп пӑхӑнмалли ҫинчен асӑрхаттарса пычӗҫ.

Техника тӗрӗслевне Чӑваш Республикин Патшалӑх техника надзорӗн начальникӗ А.Димитриев та хутшӑнчӗ. Вӑл пирӗн республика  Раҫҫейри «Эффективлӑ регион» программӑна хутшӑнни ҫинчен каласа пачӗ,  техника надзорӗн органӗсенчи ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗ.

Техника тӗрӗслевӗ тухни ҫинчен свидетельствӑна малашне инспекцие килмесӗрех, вырӑнтах илме май пулать. Трактор-машинӑна тӗрӗслев витӗр кӑларасси ҫинчен пӗрлехи порталта заявлени памалла. Ун хыҫҫӑн инспектор килсе техникӑна тӗрӗслет. Хӑйпе пӗрлех вӑл ламинатор, принтер, ноутбук илсе килет. Вӗсем пулӑшнипе вырӑнтах свидетельство парса хӑварать.

«Слава картофелю» агрофирмӑра техника тӗрӗслевӗ мӗнле иртнине Чӑваш наци телевиденийӗ те ӳкерчӗ. Вӗсем хатӗрленӗ хыпара «Эрне» кӑларӑмра ҫак эрнерех курма май пулӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *