Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин иртнӗ вырсарникун Йӑла пулӑшӑвӗн тата комуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ. Маларах пултаруллӑ ӗҫченсене, «Мой дом» ОООра вӑй хуракан, округ аталанӑвӗшӗн нумай тӑрӑшнӑ Вениамин Еремеевпа Александр Такина Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ ятпа юбилей медалӗпе наградӑланӑ. Малашне те вӗсене йывӑр та пархатарлӑ ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ.