Воскресенье, 19 мая

Ӗҫпе чыс-хисеп ҫӗнсе илнӗ

Ӗҫпе чыс-хисеп ҫӗнсе илнӗ

Пирӗн тӑрӑхра ҫуралса  ӳснӗ ҫынсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнса, ӗҫлесе ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем ялти пуҫламӑш шкултах тарӑн пӗлӳ илнӗ, хӑйсен ӑсӗпе малалла вӗренсе ҫитӗнӳсем тунӑ.  Вӗсенчен пӗри — Киров поселокӗнче кун ҫутине килнӗ Александр Петрович Краснов.

Александр Комсомольскинчи вӑтам шкула лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Унта пӗлӳ пухнипе пӗрлех аслӑ вӗренӳ заведенийӗнче иртекен мероприятисене те хастар хутшӑннӑ. Шкулта йӗлтӗрпе чупма юратнӑскер, кунта та физкультурӑран аякра тӑман. Велоспортпа интересленнӗ, ӑмӑртусенче те тупӑшнӑ.  Тӗрлӗ дистанцире мала тухса наградӑсене тивӗҫнӗ.  Студент пурнӑҫӗ хӑвӑрт иртсе кайнӑ. Аслӑ шкулта илнӗ пӗлӗве пурнӑҫра усӑ курма та вӑхӑт ҫитнӗ. Алла диплом илсен ӑна 1972 ҫулта  Воронеж облаҫӗнчи Борисоглебск хулинчи  хими машиностроенийӗн заводне  ӗҫлеме янӑ. Кунта ҫамрӑк специалист хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартнӑ. Заводра инженерӗн, цех механикӗн, цех энергетикӗн должноҫӗсенче тӑрӑшнӑ. 1979 ҫулта пултаруллӑ ӗҫчене юсавпа механика цехӗн начальникӗ, тепӗр ҫултан заводӑн тӗп энергетикӗ пулма ҫирӗплетеҫҫӗ. 1980 ҫул вӗҫӗнче Адександр Петровича завод директорӗн ҫумӗ пулма шанаҫҫӗ.

Пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, 1980 ҫулта Мускавра Олимпиада пулнӑ. АПШ тата хӑш-пӗр ют ҫӗршывсем унта хутшӑнма килӗшмен. Вӗсемех, ҫӗршыв экономики ҫине те витӗм кӳрес тесе, газ промышленноҫне кирлӗ оборудованипе тивӗҫтерес енӗпе эмбарго йышӑннӑ. Газокомпрессор станцийӗсем валли вара ятарлӑ аппаратсем питӗ кирлӗ пулнӑ. СССР хими тата нефть министерстви вӗсене хамӑр патрах хатӗрлеме хушнӑ. Ку ӗҫе шӑпах А.Краснов ӗҫлекен заводра пурнӑҫланӑ. Ӑна хатӗрленӗ ҫӗре пирӗн ентеш те хастар хутшӑннине палӑртмалла. Борисоглебск хулинчи заводра Александр Петрович 1989 ҫулччен тӑрӑшнӑ, хастар ӗҫшӗн ӑна чылай наградӑпа чысланӑ.

Шупашкара отпуска килсен А.Краснов Ҫӗнӗ Шупашкарти ӑшӑ паракан сетьсен директорӗ пулма ирттерекен конкурса хутшӑннӑ. Унта ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн 34 ҫулта директор пулса тӑнӑ. Александр Петрович ҫӗнӗ ӗҫе ҫанӑ тавӑрсах тытӑннӑ. Хавхаланупа ӗҫленӗ вӑхӑтсенче ҫӗршывра улшӑнусем те пулса  иртнӗ, рынок экономикин хутшӑнӑвӗсем пуҫланнӑ.  Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен чи йывӑр вӑхӑчӗсенче яваплӑ ӗҫре тӑрӑшнӑ вӑл. Укҫа-тенкӗ енчен кӑткӑс пулсан та, тӗрлӗ меслетпе предприятие тухӑҫлӑ  ӗҫлеме майсем тупма тӑрӑшнӑ. Чылай ӗҫе хуҫалӑх меслечӗпе пурнӑҫлама тивнӗ. Апла пулин те А.Краснов предприятин пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетсех пынӑ. Тӑватӑ производство участокӗ туса хунӑ,  вӗсене кашнине автокрансемпе, ҫӗр чавакан  тата куллен кирлӗ ытти техникӑпа тивӗҫтернӗ. ,ҫе пӗлсе йӗркеленипе предприяти ӑнӑҫлӑ  хуҫалӑхсен шутне кӗнӗ. 2004 ҫулта кунта ҫӗршывра чи малтисен шутӗнче  нумай хваттерлӗ ҫуртсенче ӑшӑ энергине шута илекен приборсем вырнаҫтарнӑ. Ҫакӑ шут ӗҫне лайӑхлатма май панӑ.

Пирӗн ентеш  ертсе пыракан предприяти рентабеллӗ ӗҫлесе пынӑ, ӗҫ укҫипе те, ытти енӗпе те парӑмсем пулман. Александр Петрович пӗр коллективра тӑрӑшакансене кирлӗ условисем туса парас енӗпе те тимленӗ. Ӗҫлекенсене вӗри апатпа тивӗҫтерес тесе столовӑй уҫнӑ, сад юлташлӑхӗсем, гараж кооперативӗсем йӗркеленӗ.  Маларах предприятире ӗҫленӗ тивӗҫлӗ канури ветерансем ҫинчен те манса кайман. Чиркӳсене, хулари инвалидсене ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ панӑ, ачасене спорт мероприятийӗсем ирттерме те укҫа-тенкӗ тупнӑ.

Туслӑ та ҫирӗп коллектив хулари пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче ҫеҫ мар, Раҫҫейре те палӑрса тӑнӑ. «Ҫӗнӗ Шупашкарти ӑшӑ паракан сетьсем» МУП  2001—2004 ҫулсенче, харӑсах тӑватӑ хутчен, Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтерсе дипломсене тивӗҫет. Вӑл шутра экономикӑн  ҫӗнӗ условийӗсенчи тухӑҫлӑ кӑтартусемшӗн Гран-при те ҫӗнсе илет. А.Краснов хӑй вара РФ Суту-илӳ палати йӗркеленӗ «Раҫҫей Федерацийӗнчи пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑхӑн чи лайӑх ертӳҫи» конкурсра номинант пулса тӑрать.

2005 ҫулта, вӑл ертсе пыракан предприятие «Коммунальные технологии» ООО аллине парсан, ентеш Шупашкар хулинчи ӑшӑ паракан сетьсенче приборсем лартас, энерги ресурсӗсене перекетлес енӗпе мероприятисем йӗркелес тӗлӗшпе  вӑй хунӑ.

2012 ҫулта  А.Краснов  Ҫӗнӗ Шупашкарти «Водоканал» МУП директорӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Ҫав ҫулхинех вӑл предприятие  «Коммуналлӑ сетьсем» ят параҫҫӗ.  Унти ӗҫченсем ҫулсеренех ҫуртсене, шыв тата канализации системине, электричество сечӗсене 30—35 миллион тенкӗлӗх юсаса ҫӗнетнӗ. «КС» МУП директорӗнче Александр Петрович мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех тӑрӑшать.

А.Краснов мӑшӑрӗпе, Елена Николаевнӑпа, ывӑлпа хӗр пӑхса ҫитӗнтернӗ, вӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.

Мӗн  пӗчӗкренех ӗҫсӗр ларма юратманскер пенсие тухсан та республикӑри кардиодиспансерта оборудование пӑхса тӑракан инженерта вӑй хурать.

Ӗҫри ӳсӗмсемшӗн А.П.Краснова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ энергетикӗ», «Раҫҫей Федерацийӗн пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата комуналлӑ хуҫалӑхӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» ятсем парса чысланӑ. Ӑна Раҫҫей Госстройӗн, ЧР Патшалӑх Канашӗн, Ҫӗнӗ Шупашкар  хула администрацийӗн Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.

Александр Петрович ҫамрӑклах суйласа илнӗ ӗҫӗпе тивӗҫлӗ  тӑрӑшса чыс-хисеп ҫӗнсе илнӗ.

Анатолий Краснов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *