Ҫӑварни эрнинче пыратпӑр. Ку уява яланах чӑвашсем пысӑка хунӑ. Округ центрӗнче ҫак уява кӗтсе илнине мартӑн 10-мӗшӗнче хаваслӑн паллӑ турӑмӑр. Ялсенче те Ҫӑварни эрнинче тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ.
«Шурут территори уйрӑмӗнче «Ҫӑварнине кӗтсе илетпӗр» уяв программи йӗркелерӗмӗр. «Надежда» вокал ансамблӗн членӗсемпе халӑха пысӑк концертпа савӑнтартӑмӑр. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те пулчӗҫ. Кӳлнӗ утсем уява татах та илем кӳчӗҫ», — пӗлтерет Галина Симакова культура ӗҫченӗ.
«Культура ҫуртӗнче ял ҫыннисемпе пӗрле пуҫтарӑнса Ҫӑварни юррисене шӑрантартӑмӑр. Ҫак уява ӗлӗк мӗнле ирттернине аса илтӗмӗр. Ку мероприяти пурин кӑмӑлне те кайрӗ», — хыпарлать Анат Тимӗрчкасси культура ҫуртӗнче вӑй хуракан Татьяна Морозова.
«Михӗсемпе ҫапӑҫни, вӗрен туртса тупӑшни тата халӑхӑн ытти вӑййисемпе пуян пулчӗ Ҫӑварни уявӗ. Юлашкинчен хӗл кӗлеткине ҫунтарса ятӑмӑр», — ҫырать социаллӑ сетьре Хирти Сӗнтӗрти культура ҫурчӗн ӗҫченӗ Наталья Шатилова.
«Ҫӗнӗ Шӑхранта Ҫӑварни уявне йӗркелесси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та вӑл пуян программӑпа пуриншӗн те хаваслӑ иртрӗ», —каласа парать Тамара Александрова.
Ҫӳлерех асӑннӑ ялсенче ҫеҫ мар, ытти ҫӗрте те ку уяв ячӗпе тӗрлӗ мероприяти иртнӗ е ҫак эрнере йӗркелеме хатӗрленеҫҫӗ. Ҫӑварни уявӗнче пур ҫӗрте те ҫуллӑ икерчӗпе чей ӗҫнӗ, ҫӑварни юррисем юрланӑ. Лаша кӳлсе катаччи чупакансем те пулнӑ.
Ҫӑварни эрни вӗҫленмен-ха, вӑл малала пырать.
Юрий Гаврилов.