Воскресенье, 19 мая

Сывӑ пул, сивӗ хӗл, килех, ырӑ ҫуркунне!

Сывӑ пул, сивӗ хӗл, килех, ырӑ ҫуркунне!

Хӗлпе сыв пуллашнине тата Ҫӑварние, ҫуркуннене кӗтсе илнине халалланӑ йӑлана кӗнӗ уява Комсомольски муниципаллӑ округӗнче пурӑнакансем мартӑн 10-мӗшӗнче хаваслӑ  ирттерчӗҫ.

Хӗле ӑсатни — ҫулталӑкра чи хаваслӑ та тахҫантанпах кӗтекен уявсенчен пӗри. Ҫав кун ҫынсем вӑйӑсем выляса йӑпанаҫҫӗ, хӑнана ҫӳреҫҫӗ, тутлӑ икерчӗ ҫисе киленеҫҫӗ.  Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнче иртенпех илемлӗ кӗвӗ-ҫемӗ янӑрарӗ, халӑха уява йыхӑрчӗ. Ача-пӑчапа аслисем хӗле хаваслӑ юрӑсемпе, ташӑсемпе, вӑйӑсемпе тата спорт ӑмӑртӑвӗсемпе ирттерме кӑмӑлтан пуҫтарӑнчӗҫ.

Ҫӑварни тата хӗле ӑсатнин уявӗсемпе округра пурӑнакансемпе хӑнасене Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ  Николай Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева саламларӗҫ.

Пуян программа хӑнасене чӑн-чӑн уяв атмосферине путма май пачӗ, вӑй-хал, савӑнӑҫ парнелерӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче чӑваш, вырӑс, тутар халӑх юррисем, юптарусемпе такмаксем янӑрарӗҫ. Сцена ҫинче районти культура ҫурчӗн, территори уйрӑмӗсенчен килнӗ пултарулӑх коллективӗсем куракансене юрӑ-ташӑ парнелерӗҫ.  Хӑнасем пурте техӗмлӗ икерчӗпе, вӗри чейпе сӑйланчӗҫ. Суту-илӳ палаткисем те ӗҫлерӗҫ, унта кашниех шашлӑк, ытти апат-ҫимӗҫ, сувенирсем тата теттесем туянма пултарчӗ. Утлӑ лавсем те чуна тыткӑнларӗҫ. Ашшӗсем ачисене ҫунапа туртса та ӑмӑртрӗҫ.

Мӗнле уяв-ха вӑл спорт мероприятийӗсемсӗр; Округ администрацийӗн ҫурчӗ умӗнчи лапамра спортсменсем армрестлинг, кире спорчӗ, канат туртассипе иртнӗ ӑмӑртусене  хастар хутшӑнчӗҫ. Армрестлингра  74 кг таранхи виҫере  1-мӗш вырӑна Аяз Айнетдинов, 2-мӗшне  Расиль Гайнуллов, 3-мӗш вырӑна Ресим Шайдуллов йышӑннӑ. 74 килограмран йывӑртарах виҫере вара 1-мӗш вырӑна Данияр Юнусов, 2-мӗш вырӑна Рияз Хамбиков, 3-мӗш вырӑна Аяз Зейнетдинов ҫӗнсе илнӗ. Абсолютлӑ виҫе категорийӗнче Аймер Зарипова ҫитекенни пулман. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Данияр Юнусовпа Рияз Хамбиков пайланӑ.

Кире спортӗнче те чи пултаруллисем, вӑйлисем палӑрнӑ. 74 кг таранхисем хушшинче  1-мӗш вырӑна Расиль Гайнуллов, 2-мӗш вырӑна Фиршат Рахимзянов йышӑннӑ. 74 килограмран ытларах виҫе категорийӗнче  Владимир Гаврилов ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ, 2-мӗш вырӑна Виталий Автономов, 3-мӗшне Ринат Зинетуллин тухнӑ. 

Уява пухӑннисем канат туртассипе те тупӑшнӑ. Кунта 1-мӗш вырӑна Чӗчкен, 2-мӗш вырӑна Урмаел территори уйрӑмӗсен командисем ҫӗнсе илнӗ. Пур спорт тӗсӗнче те палӑрнӑ ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене пурне те грамотӑсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысланӑ.

«Кӗтне» спорт комплексӗнче шывра ишессипе ӑмӑрту иртнӗ.  Унта пӗрремӗш виҫӗ вырӑна Диас Айзетов, Ильяс Айзетов, Евгений Тихонов йышӑннӑ.

Сывӑ пул, юрлӑ та сивӗ хӗл! Килех, ҫутӑ ҫуркунне! 

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *