Тӑван районӑмӑрӑн юбилей ҫулӗнче унӑн экономикипе социаллӑ пурнӑҫне, ял хуҫалӑхне аталантарассишӗн нумай ҫул вӑй хунӑ ҫынсем те хӑйсен ҫавра ҫулӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавна май вӗсем ҫинчен аса илни питех те вырӑнлӑ.
Акӑ, мартӑн 2-мӗшӗнче Георгий Михайлович Киргизов 75 ҫулхи юбилейне кӗтсе илет. Георгий Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче пурӑнакан Зинаида Платоновнӑпа Михаил Леонтьевич Киргизовсен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Ашшӗпе амӑшӗ иккӗшӗ те питӗ ӗҫчен, тирпейлӗ, тӗплӗ ҫынсем пулнӑ. Михаил Леонтьевич — Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ участникӗ, 94 ҫула ҫитиччен пурӑннӑ. Киргизовсем икӗ ывӑлӗпе виҫӗ хӗрне те пӗчӗкрен ӗҫлеме хӑнӑхтарнӑ. Вӑл вӑхӑтра урӑхла пулма та пултарайман ӗнтӗ, ялта вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ ӑрӑвӑн ачалӑхӗ ҫапла иртнӗ. Ашшӗпе амӑшӗ ачисемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ,
Вӑтам пӗлӳ илсен Георгий Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институчӗн студенчӗ пулса тӑнӑ. Пилӗк ҫултан инженер-механик дипломӗллӗ специалиста шӑпа Новгород облаҫне илсе ҫитернӗ. Вӑл направленипе Валдайри сельхозтехникӑра пахалӑх енӗпе ӗҫлекен инженер-контролерта ӗҫлеме пикеннӗ. Ноябрь уйӑхӗнче каччӑна ҫар ретне илнӗ. Ял пурнӑҫне чунтан кӑмӑллаканскер, салтакран таврӑнсан Георгий Киргизов тӑван ялтах юлнӑ, ӑна «Заря» хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗх фермисене механизацилекен инженерта ӗҫлеме шаннӑ. Вӑл ҫак ӗҫе ҫанӑ тавӑрсах пикеннӗ. Хӑй тавра яш-кӗрӗме явӑҫтарма та пултарнӑ, пӗрлехи вӑйпа вӗсем клубра концертсем, спектакльсем хатӗрлесе ял халӑхне савӑнтарнӑ. Хастар та пысӑк шанӑҫ паракан ҫамрӑка ҫӳлтисем те часах асӑрханӑ. 1973 ҫулта ун чухнехи ВЛКСМ райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ Петр Баринов ӑна иккӗмӗш секретарьте ӗҫлеме чӗннӗ. Ҫулталӑкран Г.М.Киргизова пӗрремӗш секретаре суйланӑ.
1975 ҫулхи февральтен пуҫласа Георгий Киргизов «Сельхозэнергора» икӗ ҫул тӑрӑшать. Тырпул тухӑҫлӑхӗ ӳстӗр, ӳсен-тӑран отраслӗн кӑтартӑвӗсем савӑнтарччӑр тесен ҫӗре лайӑхрах пӑхмаллине район ертӳҫисем аван ӑнланнӑ. Ҫакна тума вара мӗн кирлӗ? Паллах, ҫӗр-аннемӗре тулӑхрах тӑрантарни. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлас тесе Комсомольскинче «Сельхозхими» пӗрлешӳ туса хунӑ. Ӑна пуҫарса йӗркелекенӗсенчен пӗри шӑпах Георгий Михайлович пулнӑ май, предприятие ертсе пыракана хӑйнех ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ пӗрлешӳ минераллӑ удобрени, ҫӗр ӗҫӗнче усӑ куракан ытти им-ҫам кӑларакан заводсемпе тӳр-ремӗн ӗҫлеме пикеннӗ, вӗсене курттӑммӑн турттарса килме колхозсенчен заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ.
Ҫак ӗҫе пуҫӗпех кӳлӗннӗ Г.М.Киргизова 1979 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче кӗтмен хыпар пӗлтереҫҫӗ% ӑна «Заря» колхозӑн отчетпа суйлав пухӑвӗнче ял ӗҫченӗсем председателе суйланӑ-мӗн. Хӑйсӗрех тата. «Михаил Алексеевич Моторин тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ май райком бюровӗ хуҫалӑхри тӗп агрономӑн Г.А.Макаровӑн кандидатурине сӗннӗ, ял ҫыннисем вара мана ҫак должноҫра курас кӑмӑллине палӑртса пӗр шухӑшлӑн сасӑланӑ. «Сельхозхиминчех» юласшӑнччӗ, турткаланса та пӑхрӑм, эрнерен пурпӗрех килӗшме тиврӗ», — тет Георгий Михайлович ҫав вӑхӑтсене аса илсе.
Колхоз ертӳҫин ӗҫӗ епле канӑҫсӑр та кӑткӑссине унӑн пӗрремӗш кунран-ҫулранах туйма тивнӗ. «1979 ҫулхи шартлама хӗле аслӑраххисем астӑваҫҫӗ пуль, сивӗсем 50 градуса та ҫитрӗҫ. Эп председательте ӗҫлеме пуҫланӑ тӗле Ҫӗнӗ Мӑратри сӗт-ҫу ферминче пӗр лав улӑм, пӗр лав утӑ та юлман, сивве пула шӑнса ларнӑ хирти улӑм урисенчен турттарса килеймен. Витере шыв пӑрланнӑччӗ. 1980 ҫулта вара, ҫумӑра кайнипе, уйсене техникӑпа кӗме пулмарӗ. Ҫапах тырпула та, ҫӗрулми-чӗкӗнтӗре те уйра хӑвармарӑмӑр. Тырӑсен 60 процентне ҫавапа ҫулнӑ, ҫурлапа вырнӑ. Этем ури те пылчӑка путатчӗ, ҫынсем хӑма татӑкӗсем ҫине тӑрса ӗҫлетчӗҫ, вӗсене куҫарса пыратчӗҫ. Мӗн вырнине купа туса пынӑ, ҫӗр шӑнсан ҫеҫ комбайнсем кӗрейрӗҫ. Шутсӑр йывӑрпа пулин те, декабрӗн 31-мӗшӗ тӗлне тырпула ҫапса пӗтертӗмӗр, колхозри 17 комбайнран ӗҫлекенни пӗрре кӑна юлчӗ, ыттисем шӑн хӑмӑлсене ҫапнипе ҫӗмӗрӗлсе пӗтрӗҫ. Ҫав ҫулхине асӑннӑ ӗҫсене вӗҫлеме колхозниксене мӗн чухлӗ чӑтӑмлӑх, тӳсӗмлӗх кирлӗ пулчӗ, ҫапах вӗсем алӑ усмарӗҫ», — асаилӳ ҫӑмхине малалла сӳтрӗ ял хуҫалӑх ӗҫӗн ветеранӗ.
Пурнӑҫне тӑван хуҫалӑхпа ҫыхӑнтарнӑ чухне вӑл вӑтӑр ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Тӑватӑ ял ҫынни ҫамрӑкскерне ахальтен мар шаннӑ, ӗненнӗ, вӑл ертсе пынипе хуҫалӑх аталанӑвӗшӗн, общество ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме хатӗр пулнӑ.
Ҫулсем иртнӗ май Г.М.Киргизов ял хуҫалӑх производствине ӑста йӗркелекен тата лайӑх ӗҫ коллективӗ чӑмӑртама пултаракан, патшалӑх задачисене ӑнӑҫлӑ татса пама тӗллев лартнӑ ӑста ертӳҫӗ пулнине пӗрре мар ҫирӗплетсе панӑ. Кирек мӗнле ӗҫри ӑнӑҫу та кадрсенчен килнине яланах шута илнӗ. Профессионалсене хӑй тавра пуҫтарма тӑрӑшнӑ, пысӑк опытлисене питӗ хисепленӗ, хакланӑ. Тӗп агроном А.Г.Макаров, тӗп зоотехник А.В.Козлов, тӗп бухгалтер Г.В.Басников, тӗп инженер И.А.Михайлов, партком тата профком председателӗсем В.В.Басниковпа И.С.Зайцев чӑннипех авторитетлӑ специалистсем пулнӑ, вӗсенчен нумай ҫамрӑк тӗслӗх илнӗ. Георгий Михайловича пӗлекенсем, пӗрле ӗҫлеме тӳр килнисем пурте ун ҫинчен колхозри производство, хуҫалӑх ыйтӑвӗсене татса парассишӗн тӑрӑшакан тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫчен, мал курӑмлӑ ертӳҫӗ пулнине палӑртаҫҫӗ.
Унӑн йӗркелӳҫӗ таланчӗ, ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлни часах хӑйӗн ҫимӗҫне кӳнӗ. Г.М.Киргизов сисӗмлӗ, ӑста ертсе пынипе хуҫалӑх специалисчӗсемпе ӗҫченӗсен коллективӗ производствӑра лайӑх кӑтартусем тума тытӑннӑ. Ҫакӑ колхозӑн пурлӑхпа техника базине лайӑхлатма пулӑшнӑ. Производство объекчӗсемпе пӗрлех йӑла, культура ҫурчӗсем тӑвассине те хуҫалӑх хӑй ҫине илнӗ. Ҫӗнӗ Мӑратра икӗ хутлӑ участок больницин, Вутланра клубӑн, виҫӗ ялта магазинсен, Тукайра ял Совечӗн, пекарньӑн ҫурчӗсем тата ытти те ӳссе ларнӑ. Эрозие те аталанма паман, унпа кӗрешсе плотинасем тунӑ, йывӑҫсем лартнӑ, пӗвесене юшкӑнран тасатнӑ, ҫӗннисем чавтарнӑ, кӗперсем хывнӑ. Ҫулсеренех 1000-шер кубла метр вӑрман кӑларнӑ. Колхозра строительсен тата юсавҫӑсен 17 бригади ӗҫленӗ. Колхозӑн генеральнӑй планӗпе килӗшӳллӗн, ҫамрӑк ҫемьесем валли 12 хваттер хӑпартнӑ. Культура ҫурчӗн строительствине пикеннӗ…
Социаллӑ сферӑна аталантарасси тата ҫурт-йӗр тӑвасси ҫине колхоз ертӳлӗхӗ уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. «Колхоз правленийӗ пурӑнмалли ҫуртсем тӑвасси ҫине тимлӗ пӑхать. Колхозниксем ҫулсерен вуншар ҫӗнӗ ҫурт лартаҫҫӗ. Вунпӗрмӗш пилӗкҫуллӑхра кӑна 78 ҫемье ҫӗнӗ пӳрте пурӑнма куҫрӗ. Ҫурт лартакана правлени транспортпа, укҫа-тенкӗпе пулӑшать, строительство материалӗсем тупса парать», — ҫырнӑ 1987 ҫулта пичетленсе тухнӑ «Ял ҫӗнелет» (авторӗсем Г.М.Киргизов, С.А.Карягин) кӗнекере.
1984 ҫулта Ҫӗнӗ Мӑратра ҫӗнӗ вӑтам шкул ҫурчӗ хута кайнӑ. Ҫав строительствӑн историйӗ питӗ интереслӗ, Г.М.Киргизов теветкеллӗхне кӑтартман пулсан унӑн шӑпи епле килетчӗ-ши? «Малтанах ЧАССР Ҫутӗҫ министерстви ку объекта плана кӗртмерӗ. Пирӗн тӗллев ҫирӗп иккенне ӗнентерме 1982 ҫулта хамӑр техникӑпа котлован чавса колхозӑн тимӗр-бетон блокӗсемпе никӗс яма пуҫларӑмӑр. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫеҫ пирӗн шкула 1983 ҫул планне кӗртрӗҫ. Строительство ӗҫӗсене пӗтӗмпех колхоз укҫи-тенкипе пурнӑҫларӑмӑр. Кунсӑр пуҫне, шкул ҫумӗнчех учительсене пурӑнмалли тӑватӑ хваттерлӗ икӗ ҫурт лартрӑмӑр. Шкула туса пӗтерсе ачасем вӗренме пуҫларӗҫ, эпир ҫаплах-ха хамӑрӑн укҫана каялла тавӑраймастпӑр. Министрсен Советне, Ҫутӗҫ министерствине чылай чупма тиврӗ. Ыйту Ҫӗнӗ ҫул каҫ кӑна, 1984 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗнче 23.30 сехетре, татӑлчӗ. В.Мидуков министр кабинетӗнчен «Заря» колхоза шкулшӑн 860 пин тенкӗ куҫарнине пӗлсен ҫеҫ тухрӑм», — тет Георгий Михайлович, чӗрине уйрӑмах ларса юлнӑ саманта аса илсе.
Колхозри тӗп вӑй ҫамрӑксем пулнӑ. Комсомол организацийӗ виҫҫӗре яхӑн яш-кӗрӗме пӗрлештерсе тӑнӑ. Пӗтӗм отрасльте тӑрӑшнӑ вӗсем. Шӑпах ӗнтӗ ҫавсем хуҫалӑх экономикин ҫирӗп никӗсне хывакансем, социаллӑ пурнӑҫпа культурӑна аталантаракансем пулнӑ. Уй-хирти ӗҫсенчен пушӑрах тапхӑрта, кӗркунне-хӗлле, 5 е 10 ҫынран тӑракан бригадӑсем йӗркелесе, ҫамрӑксене Мускаври «ЗИЛ», Горькири «ГАЗ», Ульяновскри «УАЗ», Волгоградри трактор, Новоульяновскри цемент завочӗсене командировкӑна янӑ. Ҫавӑн пекех Шупашкарта ГЭС, Промышленноҫ тракторӗсен завочӗн стройкисенче, силикат кирпӗч кӑларнӑ ҫӗрте те тӑрӑшнӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем. Каярахри ҫулсенче вара, вӑхӑт ыйтнипе, вырӑнтах хушма хуҫалӑхсем (подсобный предприятисем) йӗркелесе янӑ. Тимӗр-бетонран ҫул сармалли плитасем тунӑ, маскировка сетки ҫыхакан, кӗпе-тумтир ҫӗлекен цехсем, магазин уҫнӑ. Ҫӳҫ кастарма-хитрелетме ҫынсен райцентра мар, вырӑнти парикмахерскине кайма май пулнӑ. Тукайра тунӑ сетка-рабицӑпа пӗтӗм ялти масара тытса ҫавӑрнӑ. «Заря» колхозӑн столяр цехӗнче ӑсталанӑ кӗреҫе аврисем вара пӗтӗм ҫӗрте сутура пулнӑ. Чӑннипех те хуҫалӑх пурнӑҫ уттипе ӗлкӗрсе пыма ӑнтӑлнӑ.
Паллах, ҫамрӑксем аслӑ ҫулхисемпе алла-аллӑн ӗҫленӗ, вӗсенчен вӗренсе пынӑ. Этем лайӑхрах, пысӑк яваплӑхпа ӗҫлетӗр тесен мӗн тумалла? Хавхалантармалла, хисеплӗ ятсем, орден-медаль памалла — ҫакӑн ҫинчен те манман. РСФСР тата ЧАССР тава тивӗҫлӗ механизаторӗсем Р.Г.Афанасьев, Н.Г.Киселев, ЧАССР тава тивӗҫлӗ агрономӗ А.Г.Макаров, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденне тивӗҫнӗ свинарка Р.А.Пушкина, патшалӑхӑн сумлӑ ытти наградисемпе чысланӑ тата чылай ҫын яш-кӗрӗмшӗн ҫав вӑхӑтри тӗслӗхсем пулнӑ.
Часах хуҫалӑх районта, республикӑра лайӑх ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе палӑрма пуҫланӑ. 1981 —1984 ҫулсенче социализмла ӑмӑртури пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн «Заря» колхоза республикӑри Хисеп кӗнекине кӗртнӗ. 1982 ҫулта сӗт туса илессине тата хатӗрлессине ӳстернӗшӗн Чӑваш АССР Ял хуҫалӑх министерствипе ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен профсоюз обкомӗн «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» дипломне панӑ. 1983 ҫулта ял хуҫалӑх культурисен тухӑҫне нумай ӳстернӗшӗн тата выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсем чылай туса илнӗшӗн хуҫалӑха КПСС обкомӗн, республикӑри Министрсен Совечӗн, профсоюзсен область совечӗн тата ВЛКСМ обкомӗн куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялавӗпе наградӑланӑ. 1984 ҫулта выльӑх-чӗрлӗхе ӑнӑҫлӑ хӗл каҫарнӑшӑн КПСС обкомӗн, Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн, профсоюзсен область совечӗн тата ВЛКСМ обкомӗн «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» дипломӗпе чысланӑ. Чи пысӑк та сумлӑ награда вара умра кӗтнӗ. 1987 ҫулӑн пӗтӗмлетӗвӗсемпе «Заря» колхоз КПСС Центральнӑй Комитечӗн, СССР Министрсен Совечӗн, ВЦСПСӑн тата ВЛКСМ Центральнӑй комитечӗн куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ Ялавне илме тивӗҫнӗ. Ҫав ҫулхине ку наградӑна республикӑри тепӗр виҫӗ хуҫалӑха ҫеҫ панӑ.
Колхоз ҫулсерен 800—950 пин тенкӗ таса тупӑш илме пуҫланӑ. Колхозниксен пурнӑҫ условийӗсем палӑрмаллах лайӑхланнӑ, вӗсен ӗҫ укҫи ӳснӗ. Паллах ӗнтӗ, ӳсӗмсем ял ӗҫченӗсенчен, вӗсен хастарлӑхӗнчен, хӑйне шанса панӑ ӗҫе кашниех тӳрӗ кӑмӑлпа, чун-чӗререн юратса туса пынинчен килнӗ.
Сахал мар вӑй-хал ыйтакан пысӑк должноҫра Георгий Киргизов 1989 ҫулхи юпа уйӑхӗчченех ӗҫленӗ. «Атте ир-ирех ӗҫе тухса каятчӗ те ҫурҫӗр иртсен ҫеҫ таврӑнатчӗ, уйрӑмах эпир ӑна хӗрӳ вӑхӑтра сайра хутра кӑна куркалаттӑмӑр. Вӑл хӑйне пӗтӗмпех ӗҫе халаллатчӗ, — аса илет хӗрӗ Лариса Георгиевна. «Ҫирӗп ыйтакан, анчах питӗ тӗрӗс ҫын вӑл. Пур енчен те йӗркене, дисциплинӑна юратать». Г.М.Киргизовпа ҫума-ҫумӑн нумай ҫул ӗҫленӗ Илдус Миннетуллин та Георгий Михайлович питӗ яваплӑ, ҫирӗп ыйтакан тата тӗрӗслекен ҫын пулнине палӑртать. «Ирхи сӑвӑма фермӑсене ҫитсе ҫаврӑнатчӗ вӑл, дояркӑсен ӗҫ-хӗлӗпе, выльӑх-чӗрлӗх апачӗн пахалӑхӗпе, рационпа кӑсӑкланатчӗ, ҫакӑн пек калаҫусем те ӗҫ коллективӗнчи дисциплинӑна ҫирӗплетме пулӑшнӑ. Вӑл председательте ӗҫленӗ вӑхӑтра мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ 1200-е, сыснасен йышӗ 3200-е, сурӑхсен 2000 пуҫа ҫитнӗччӗ. Георгий Киргизов колхозран кайнӑ чухне хуҫалӑх кассинче 2 миллион тенкӗ укҫа юлнӑ, 1989 ҫулхи хаксемпе ку суммӑпа тӗштырӑ ҫапакан 215 комбайн туянма пулнӑ», — тет агропромышленноҫ комплексӗн хисеплӗ ветеранӗ.
Шупашкарта тӗрлӗ должноҫсенче ӗҫлесе пурӑннӑ хыҫҫӑн Георгий Михайлович 2002 ҫулта тепӗр хутчен тӑван района таврӑнса ял хуҫалӑх управленийӗн начальникӗнче, район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗнче чылай ҫул тӑрӑшрӗ. Г.М.Киргизов ҫинчен тӑван районӑн чӑн-чӑн патриочӗ тесе калассӑм, ӗҫри ҫитӗнӗвӗсемшӗн сума суса умӗнче пуҫа таяссӑм килет. Нихӑҫан та ҫӑмӑл ҫул-йӗр шыраман, ҫӗршыв уттипе пӗрле утнӑ вӑл. Юбилейпе саламлатӑп Сире, Георгий Михайлович, пурнӑҫ илемӗпе савӑнса пурӑнма ырлӑх-сывлӑх сунатӑп.
Любовь ШУРЯШКИНА.