Воскресенье, 19 мая

Тӗп пуянлӑх – туслӑ пурӑнакан ҫынсем

Тӗп пуянлӑх – туслӑ пурӑнакан ҫынсем

Округшӑн 85 ҫул  —  ватлӑх мар, ку вӑл уншӑн чечекленмелли, малалла аталанмалли  вӑхӑт. Паллах, ҫак тапхӑрта юратнӑ районӑмӑр пуласлӑха шанчӑкпа пӑхса аталану ҫулӗпе пысӑк утӑмсемпе утнӑ. Унӑн юбилейӗ тӗлне йӗркеленӗ савӑнӑҫлӑ мероприяти февралӗн 22-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче иртрӗ.

Уява Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Антонов, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, «Кӗтне» ентешлӗх председателӗ Валери Туркай, ҫавӑн пекех сумлӑ ытти хӑнасем те хутшӑнчӗҫ. Мероприятие килнисем  малтанах фойере йӗркеленӗ алӗҫсемпе, декоративлӑ прикладной пултарулӑх куравӗсемпе паллашма пултарчӗҫ.

Уявӑн савӑнӑҫлӑ пайне Н.Н.Раськин уҫрӗ. «Округ йӗркеленнӗренпе 85 ҫул ҫитни вырӑнта пурӑнакан мӗнпур халӑхшӑн тата Комсомольски округӗнчен тухнисемшӗн пӗлтерӗшлӗрен те пӗлтерӗшлӗ кун пулса тӑрать. Пирӗнтен кашнин хӑйӗн историне пӗлмелле тата унпа мӑнаҫланмалла, ҫавӑн пекех округа аталантарас тата чечеклентерес ӗҫе тӳпе хывнӑ хамӑрӑн ентешсене те пӗлмелле, сума сумалла. Пирӗн чи пысӑк пуянлӑх — Комсомольски ҫӗрӗ ҫинче пурӑнакан уҫӑ кӑмӑллӑ, хастар, ӗҫчен ҫынсем», — палӑртрӗ Николай Никандрович.

Мероприятин пӗлтерӗшлӗ саманчӗ — юбилей тӗлне Комсомольски округӗн тӗрленӗ карттине хатӗрлесе ҫитерни. Тӗрӗ ӑстисем хатӗр карттӑпа уява килнисене паллаштарчӗҫ, Н.Н.Раськин пархатарлӑ ҫак ӗҫе хутшӑннисене пурне те тав хучӗсемпе чысларӗ. Ӑна А.Н.Можаева, В.Н. Макарова, Л.Б.Шорникова, З.В.Киргизова, С.В.Смирнова, В.П.Данилова, Л.В.Филиппова, И.И.Карпова, А.Н.Ершова, Е.В.Шуряшкина, Е.Г. Просвирнова, А.О.Полякова тивӗҫрӗ. Округӑн тӗрӗллӗ картине тӑвас ӗҫре пулӑшу панӑшӑн «Родина» ООО председательне  А.Е.Потемкина та наградӑпа чысларӗ.  Творчествӑра ҫитӗнӳсем тунӑшӑн муниципаллӑ округӑн  Тав Ҫырӑвӗпе Надежда Владимировна Абдюшевӑна наградӑларӗ.

Курма пуҫтарӑннисене ытти хӑнасем те саламларӗҫ. Саламлӑ сӑмахсем хыҫҫӑн хастар ентешӗмӗрсене Комсомольски округӗ йӗркеленнӗренпе 85 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ медальпе чысларӗҫ.  Юбилей медалӗсене К.С.Мифтахутдинова, Г.Ф.Волкова, Х.С.Идиатуллина, Р.М.Мансурова, С.Н.Грачевӑна, А.П.Капитонова, В.В.Тургая, Ю.С.Тимофеева, В.Н.Гордеева, З.А.Козловӑна, Г.В.Шурбина, К.З.Пахалова пачӗҫ.

Кунсӑр пуҫне Патшалӑх Канашӗн депутачӗ В.М.Антонов вӗрентӳ ӗҫӗнче чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хуракан педагогсене Чӑваш Енри Вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотисемпе наградӑларӗ.  Ҫак чыса Т.Н.Александрова, С.С.Наумов, Г.В.Тимофеева тивӗҫрӗ, пултаруллӑ ҫамрӑк Н.Л.Казакова ятарлӑ стипенди свидетельствине пачӗ.

Район историйӗшӗн пӗлтерӗшлӗ саманчӗсене, Чаппан вӑрҫине, Сӑр тӑрӑхӗнче окопсем  чавма хутшӑннине,  ӗлӗкхи хресчен пурнӑҫне сӑнлакан композицисем куракансен чунне тыткӑнларӗҫ.  Артистсем залра ларакансене ҫӑлкуҫ шывӗ пек шӑнкӑравлӑ юрӑсенчен, илемлӗ ташӑсенчен тӑракан концерт программи парнелерӗҫ. Кашни номерӗ чуна пырса тивмелле, кӑмӑллӑ та ырӑ пулса тухрӗ. Культура ӗҫченӗсен, художество пултарулӑх коллективӗ- сен, уйрӑм юрӑҫсен, халӑх ансамблӗсемпе ача-пӑча ушкӑнӗсен пӗрлехи вӑйӗпе хатӗрленӗ программа пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Кадетсен вальсӗ, Комсомольскинчи ача-пӑча искусство шкулӗн хореографи ушкӑнӗсен сатур ташшисем пирӗн маттур та пултаруллӑ ӑру ҫитӗннине кӑтартса пачӗҫ. Ҫамрӑк юрӑҫсем, Ванюркинсен ҫемйи, «Мишар» ансамбль, Марина Волковӑпа Ильнар Хисамов  тата ыттисем шӑрантарнӑ юрӑсем те кӑмӑла чӑннипех ҫӗклерӗҫ.

Уяв каҫӗнче районӑн 85 ҫул хушшинче утса иртнӗ кун-ҫулне туллин кӑтартса пама тӑрӑшрӗҫ. Йывӑрлӑхсене парӑнтарса, тӗллевсене пурнӑҫласа пырса пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем района аталантарса пынӑ. Округӑн малашнехи пурнӑҫӗ те вӗсенчен нумай килет. Ҫавӑнпа та районӑн тӗп пуянлӑхӗ унта ҫуралса ӳснӗ, туслӑ пурӑнакан ҫынсем пулса тӑраҫҫӗ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *