Тӑван районӑмӑрӑн 85-мӗш ҫуралнӑ кунӗ ҫитнине халалланӑ смотр-конкурс февралӗн 16-мӗшӗнче малалла тӑсӑлчӗ. Ҫав кун Комсомольски культура ҫуртӗнче художество пултарулӑх коллективӗсен концерчӗ пулчӗ. Округ центрӗнче пурӑнакансем вырӑнти артистсен пултарулӑхӗпе паллашма хапӑлласах пухӑнчӗҫ.
Культура ҫурчӗн фойине иртсе куравсемпе паллашнӑ май пирӗн тӑрӑхра чӑннипех те маттур, ӗҫчен, ӑста ҫынсем пурӑннине тепӗр хут ӗненме пулчӗ. Валентина Хораськина алӗҫ ӑсти тунӑ тухья-хушпу, тевет, мӑй ҫыххи, тӗрленӗ сурпансемпе тутӑрсем, ал тутрисем хӑйсен илемӗпе куҫа илӗртрӗҫ. Марина Толстова ротангран явса ӑсталанӑ карҫинккасем пит селӗм пулса тухнӑ, вӗсенче кирек мӗн упрама та меллӗ. Сӑнӳкерчӗк тума юратакансемшӗн, фотографсемшӗн «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗн фондӗнче упранакан, хамӑр ҫӗршывра тӗрлӗ вӑхӑтра кӑларнӑ «Зенит», «Смена», «Фед» тата ытти фотоаппаратсен моделӗсем питӗ интереслӗ пулчӗҫ. «Каҫал ен» редакцийӗ тӑратнӑ «Октябрь ялавӗ», «Каҫал ен» хаҫатсенче ӗҫленӗ ҫынсене сӑнлакан сӑнӳкерчӗксемпе, тӗрлӗ ҫулхи подшивкӑсемпе нумайӑн кӑсӑклансах паллашрӗҫ. Ара, хаҫат страницинче истори упранать-ҫке. Комсомольскинчи ача-пӑча искусство шкулӗнче вӗренекенсем тӗрлӗ материалран тунӑ кӗлеткесем те кӑмӑла ҫӗклерӗҫ.
Курма килнисене пирваях Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан Юрий Митюков саламларӗ, ырлӑх-сывлӑх сунчӗ. Ун хыҫҫӑн сцена ҫине художество пултарулӑх коллективӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса халӑха илемлӗ номерсемпе савӑнтарчӗҫ. Комсомольскинчи вӑтам шкулсен кадечӗсем патриотизм темипе «Братишка» юрра хорпа шӑрантарчӗҫ, бал ташши ташларӗҫ. Ангелина Жукова «Не плачь, любимая» сӑвва вулани чуна пырса тивсе куҫҫуль кӑларчӗ. Хӗрарӑмсен ушкӑнӗ «Тӑванӑм ту айккинче ут ҫулать» халӑх юррине илемлӗ янӑратрӗ. Пӗчӗк солистсем Серафим Трофимовпа Глеб Вунберов юрланине залра ларакансем алӑ ҫупса ӑшшӑн йышӑнчӗҫ. Культура ӗҫченӗсем кӑтартнӑ колхоз пурнӑҫне сӑнлакан сценка вара пӗрре култарчӗ, тепре шухӑша ячӗ пулинех. Галинӑпа Михаил Буслаевсене, Марина Волковӑпа Ольга Буслаевӑна, Юлия Федоровӑпа Тамара Александровӑна чӑн-чӑн сцена ӑстисем темелле, вӗсем шӑрантарнӑ юрӑсем пурин чунне те тыткӑнларӗҫ.
Ҫак смотр-конкурсран ача сачӗсем те айккинче юлман, «Колосок», «Радуга», «Рябинушка» садиксен воспитанникӗсен юрри-ташшине те куракансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ, пӗчӗкскерсене алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ. Уяв программине культура ӗҫченӗсем хатӗрленӗ юрӑллӑ-ташӑллӑ композици вӗҫлерӗ.
Смотр-конкурса мартӑн 14-мӗшӗнче малалла Асанкассисем тӑсӗҫ.
Любовь ШУРЯШКИНА.