Воскресенье, 19 мая

Сумлӑ ҫемьесене – юбилей медалӗсем

Сумлӑ ҫемьесене – юбилей медалӗсем

Комсомольски районӗ 85 ҫул тултарнӑ тӗле округ администрацийӗ юбилей медалӗ ҫирӗплетнӗ. Унпа ӗҫре палӑрнӑ ентешӗмӗрсене, тӑван тӑрӑхӑн социаллӑ пурнӑҫне тата экономикине пысӑк тӳпе хывнисене, маттур та пултаруллӑ ачасем ҫитӗнтернӗ ашшӗ-амӑшне, сумлӑ мӑшӑрсене чыслаҫҫӗ.

Обществӑлла ҫак наградӑна чи малтан Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ салтаксемпе офицерсен амӑшӗсем илме тивӗҫнӗччӗ. Февралӗн ӑ3-мӗшӗнче вара ЗАГС пайне ҫур ӗмӗр ытла пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене йыхравларӗҫ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин Ильинсене, Горбуновсене тата Матросовсене Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкӗпе саламларӗ, юбилей медалӗсемпе чысларӗ. Ачисемпе мӑнукӗсем те саламсем ҫумне хутшӑнчӗҫ, чечек ҫыххисем парнелерӗҫ.  

 «Ҫемье — пысӑк тупра, ӑна упрамалла, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн пурнӑҫра чи хакли, пирӗн якорь, шанчӑклӑ тыл. Мӑшӑрпа юнашар пурӑнма пӳрни — чӑн телей. Кашнинех хӑйӗн ӑраскалне тупма, мӑшӑр кӑвакарчӑн пек пурӑнма сунатӑп», — тесе ырӑ сунчӗ Николай Никандрович.

Чыс-сума тивӗҫнӗ ҫемьесем ӗмӗрӗсене тӑван тӑрӑх аталанӑвӗшӗн тӑрӑшса ирттернӗ. Акӑ, Тури Тимӗрчкассинче пурӑнакан Валентина Васильевнӑпа Николай Васильевич Ильинсем иккӗшӗ те «Луч» хуҫалӑхра вӑй хунӑ, тӑватӑ ачана кун-ҫул парнеленӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Горбуновсем вара Хырхӗрри ялӗнче пурӑнаҫҫӗ, 2 ача ҫитӗнтернӗ. Валентина Владимировна — зоотехник, ҫичӗ теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ пулин те, юратнӑ ӗҫӗнчен халӗ те уйрӑлман-ха. Валерий Васильевич вара выльӑх-чӗрлӗх комплексӗн начальникӗ пулнӑ, паянхи кун тивӗҫлӗ канура. Комсомольскинчи Матросовсем те — чӑннипех килӗшӳллӗ, ӗҫчен мӑшӑр, виҫӗ ачине тивӗҫлӗ воспитани панӑӗ Светлана Аркадьевна хӑйӗн пурнӑҫне медицинӑна халалланӑ, Олег Николаевич энергетика сферинче ӗмӗрӗпе тӑрӑшнӑ. Халӗ вӗсем пурте мӑнукӗсемпе, мӑнмӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Тукай территори уйрӑмӗнчи культура ӗҫченӗсен «Зорюшка» ушкӑнӗ шӑрантарнӑ илемлӗ чӑваш юрри сумлӑ мӑшӑрсемшӗн кӑмӑллӑ парне пулчӗ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *