Иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗҫ

Иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗҫ

Февралӗн 6-мӗшӗнче Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмне кӗрекен Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче граждансен пухӑвӗ пулчӗ. Ҫил-тӑманлӑ, юрлӑ ҫанталӑка пула унта сахалрах ҫын килчӗ пулин те, вӗсем пуху ӗҫне хастар хутшӑнчӗҫ.

Чи малтанах Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина 2023 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫ-хӗлпе тӗплӗн паллаштарчӗ. Валентина Алексеевна, ытти тухса калаҫакансем асӑннӑ цифрӑсене тишкернӗ май шухӑша каймалли сӑлтав чӑннипех те пур. Маларах ӗҫ шавӗпе, ача-пӑча сассипе кӗрлесе тӑнӑ ялсем ҫулсерен пушанса пынине ӑнланнипе чун ыратса каять. Акӑ, иртнӗ ҫул 6 ялта 3 ача кӑна кун ҫути курнӑ, 18 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Паянхи кун Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче таврари ялсенчи 77 ача вӗренет. 8 ҫул вӗренмелли шкул пулнӑ ҫулсенче вара ачасен шучӗ 342-е те ҫитнине ял ҫыннисем астӑваҫҫех. Ҫакӑ пӗтӗмпех ҫамрӑксем вӗренсе професси илсен те тӑван кӗтесе таврӑнманнипе, вӗсем валли кунта ӗҫ ҫуккипе ҫыхӑннӑ ӗнтӗ. 

Ялсем ватӑлнӑҫемӗн шултӑра выльӑх тытакансем те сахалланса пыраҫҫӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан 31 пуҫ ӗне чакнӑ. Утарҫӑсем 142 вӗлле тытаҫҫӗ. Унччен ялти уйрӑм ҫынсен машинисене шутлама хӑрах алӑри пӳрнесем те ҫитнӗ пулсан, халь тӗрлӗ транспорт килсерен тенӗ пек пур. Килти хушма хуҫалӑхсенче 48 трактор, 109 мотоблок, груз турттаракан 23 автомашина шутланать. Ҫӑмӑл автомобильсен шучӗ 222 таранах. Автотранспорт нумайланни тепӗр проблема патне илсе пырать — ҫӳрекен ҫуккипе Нӗркеҫе ҫитекен автобус маршрутне хупма пултараҫҫӗ.

Ял ҫыннисен пурнӑҫ условийӗсене аванлатас тесе Раҫҫей правительстви тем тӗрлӗ саккун та йышӑнать. Вӗсене пурнӑҫа кӗртес тесе Чӑваш Ен ертӳлӗхӗ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫченӗсем чылай вӑй хураҫҫӗ. Акӑ, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнче юлашки ҫулсенче кӑна пуҫаруллӑ бюджет программипе 20 проект пурнӑҫланӑ: кӗперсем юсанӑ, урамсенчи ҫулсене сарнӑ, юпасем ҫине энерги перекетлекен лампочкӑсем вырнаҫтарнӑ тата ытти те. Вӗсем пирки эпир хаҫатӑн ятарлӑ страницинче каласа панӑччӗ ӗнтӗ. Ҫак ӗҫе малалла тӑсса кӑҫала валли те 3 проект туса хатӗрленӗ.

Хӗллехи вӑхӑтра ҫулсене юртан тасатса тӑрасси кӑҫалхи ҫул Хирти Сӗнтӗрсемшӗн те, ытти тӑрӑхсемшӗн те ҫӑмӑл ыйтӑвах мар. Валентина Салмина каланӑ тӑрӑх, ку территорири ҫулсене уҫса тӑма «Слава картофелю» агрофирмӑпа тата «Батыревский» ДПМКпа килӗшӳ тунӑ, вӗсен техники юр ҫусанах ҫула тухать. «Округ пӗлтерӗшлӗ ҫулсемсӗр пуҫне ял хушшисем те пур-ҫке, кашни ялтах темиҫешер урам. Вӗсене вӑхӑтра тасатас тесе камӑн алӑкӗнчен ҫеҫ шаккама тивмерӗ-ши? Юрать, уйрӑм ҫынсен тракторӗсем пур, пулӑшма килӗшнӗшӗн Рудольф Николаева, Николай Иванова, Никита Басникова чӗререн тав тӑватӑп», —  терӗ Валентина Алексеевна, вӗсене Тав хучӗсем парса чысларӗ.

Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчен Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине мобилизаципе тата контракт йӗркипе 19 арҫын хутшӑнать. Ял ҫыннисем ентешӗсене вӑй ҫитнӗ таран пулӑшаҫҫӗ. 180 маскировка сетки ҫыхса ӑсатнӑ, ку ӗҫ вӑтам шкулта, культура ҫурчӗсенче пырать. Унсӑр пуҫне апат-ҫимӗҫ, ӑшӑ тумтир, ҫапӑҫура усӑ курмалли оборудовани, ытти япаласем пуҫтарса ӑсатас ӗҫе пурте кӑмӑлтан хутшӑнаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Кипеҫри культура ҫурчӗн заведующийӗ Анна Можаева, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн директорӗ Надежда Петрова хӑйсем ертсе пыракан учрежденисен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.

Пуху ӗҫне округӑн депутатсен Пухӑвӗн председателӗ, райпо ертӳҫи Светлана Грачева, ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан Минзаит Зайнуллин, Комсомольски больницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ Лариса Краснова, ЧР Ӗҫлев министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» БУ директорӗ Ирина Долгова та хутшӑнчӗҫ, хӑйсем тӑрӑшакан сферӑри ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗҫ, ҫынсене пӑшӑрхантаракан ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.

Любовь ШУРЯШКИНА. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *