Понедельник, 16 сентября

Тӗп тӗллев – йӗркелӗхшӗн тӑрӑшасси

Тӗп тӗллев – йӗркелӗхшӗн тӑрӑшасси

РФ Шалти ӗҫсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗн ӗҫченӗсем ытти право органӗсен сотрудникӗсемпе пӗрле округра пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес, вӗсен прависемпе ирӗкӗсене хӳтӗлес тесе тимлеҫҫӗ. Вырӑнти халӑха асӑрхаттарас тӗллевпе вӗсем тӗрлӗ операци, акци йӗркелеҫҫӗ, профилактика калаҫӑвӗсем ирттереҫҫӗ.

Право хуралӗн органӗсем преступленисене ҫийӗнчех уҫса пама тӑрӑшаҫҫӗ. 2023 ҫулта Комсомольски округӗн территорийӗнче 160 преступлени регистрациленӗ, ҫакӑ малтанхи ҫулран 13,5 процент ытларах. Хӗненӗ, вӑрланӑ тӗслӗх нумай пулнӑ. Уйрӑмах Комсомольски (70), Александровка (19), Шурут (6), Асанкасси (10) тата Элпуҫ (13) территори уйрӑмӗсенче саккуна пӑсасси ӳснӗ. Ытти тӑрӑхсенче малтанхи шайрах юлнӑ е чакнӑ. Преступленисен пӗтӗмӗшле йышӗнче пысӑках мар йывӑрӑшлисем ытларах, уйрӑмах йывӑррисем 2022 ҫулти пекех юлнӑ.  Ҫулталӑк хушшинче ҫынна вӗлерни, вӑрӑ-хурахла тапӑнни, вӑйпа хӑратни, хӗҫ-пӑшалпа усӑ курса, террорла тата экстремизмла характерлӑ преступленисем пулманни савӑнтарать. Пакунлисем саккуна пӑсса тунӑ ӗҫсен 85,3 процентне уҫса пама пултарнӑ. Уйрӑмах йывӑр преступленисене, сывлӑха вӑйлӑ сиен кӳнисене, хӗненине, мӑшкӑлланине, автотранспорт хатӗрӗсене, хваттерсенчен япала вӑрланине, вут тивертнине йӑлтах уҫса панӑ. Малтанхи ҫулсенчи 4 усал ӗҫе кам тунине палӑртма май килнӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем, уголовлӑ шырав сотрудникӗсем аванрах ӗҫленине палӑртма кӑмӑллӑ.

Саккуна хирӗҫле ӗҫсене тунисен йӗрӗ ҫине ӳкесси ансат тееймӗн. Пӗлтӗр 12 преступнике тупнӑ, ҫухалнӑ 4 ҫын ӑҫти паянлӑха паллӑ мар. Йышӑннӑ мерӑсене пула маларах преступлени тунишӗн айӑпланнисем ҫӗнӗрен усал ӗҫ тӑвассине чакарма май килнӗ, ҫул ҫитменнисем саккуна хирӗҫле ӗҫ туни пачах пулман. 

Ҫул-йӗр ҫинче пулнӑ инкексен, аварисенче вилнисен, аманнисен шучӗ самаях чакни те — аван пулӑм. Комсомольски тата Елчӗк округӗсен территорийӗнче ҫул ҫӳремелли йӗркене пурӗ 3517 хутчен пӑснине палӑртнӑ, ҫав шутра руль умне ӳсӗрле ларса тухнӑшӑн тата медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшменшӗн 118 водителе тытса чарнӑ. Ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн 18 ҫынна  административлӑ явап тыттарнӑ. Эрех-сӑра ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ водительсен айӑпӗпе 6, япӑх ҫул-йӗр условийӗсене пула 11 авари пулнӑ.

Пирӗн округ территорийӗнче ют ҫӗршывсенчен килнӗ 70 ҫын пурӑнать. Вӗсем Раҫҫейре пурӑнмалли йӗркене пӑсасран асӑрхаттарсах тӑратпӑр. Апла пулин те ҫавсем хушшинче те административлӑ йӗркене пӑснӑ 26 тӗслӗх тупса палӑртнӑ.

Шел пулин те, информаци технологийӗсем  вӑйлӑрах аталанса пыни ҫак сферӑра преступленисем тӑвассине те ӳстерет. Банк карттисемпе, телефонпа усӑ курса укҫа-тенкӗ вӑрланӑ тӗслӗхсем 17-рен 26 таран ӳсни шухӑшлаттарать. Профилактика ӗҫӗ чылай ирттерсен те, ҫынсене ӑнлантарсан та ҫав-ҫавах ултавҫӑсен серепине ҫакланакансем пур.  

Комсомольски муниципаллӑ округ территорийӗнче эрех-сӑра ӗҫсе тунӑ преступленисен шучӗ 24-ран 37-е ҫитнӗ. Урамра йӗркене пӑснӑ тӗслӗх те йышланнӑ.

Пирӗн уйрӑмри йӗрке хуралҫисем иртнӗ ҫул хӑйсен ӗҫне кирлӗ пек туса пыма тӑрӑшнӑ. Чӑваш Республикин Ш,Мӗн территори органӗсен хушшинче 2023 ҫулхи ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсемпе 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ (2022 ҫулта — 7-мӗш). Ҫапах та мӗн тунипе кӑна ҫырлахса ларма май ҫук. Малашне те профилактика ӗҫне вӑйлатма, вырӑнти влаҫ органӗсемпе тытакан ҫыхӑнӑва тата ҫирӗплетме, преступленисене хӑвӑртрах уҫса пама тӑрӑшӑпӑр. Обществӑри тӑнӑҫлӑха, саккунлӑха, йӗркелӗхе упрасси — пирӗн тӗп тивӗҫ.

Алексей АЛЕКСЕЕВ,

уйрӑм начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *