«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2024» ҫитес шӑматкун, февралӗн 10-мӗшӗнче, иртет. Кӑҫалхипе вӑл 42-мӗш хут пулать. Ӑмӑртусене Комсомольски вӑрманӗнчи йӗлтӗр трасси ҫинче йӗркелӗҫ.
Йӗлтӗрҫӗсене тата хӑнасене 9 сехетрен пуҫласа 9.45 сехетчен регистрацилӗҫ. Ӑмӑрту 10 сехетре пуҫланать.
Сывлӑх енчен чару ҫуккисем, ӳсӗмне кура, тӗрлӗ ушкӑнсенче тупӑшма пултараҫҫӗ. Ача-пӑча сачӗсене ҫӳрекенсем 100 метрлӑ дистанцие тухӗҫ, 1—4 классем — 500 м, 5—7 классем 1 км чупӗҫ. Аслӑраххисем — 1 километртан пуҫласа 3 километр таран.
Йӗлтӗр йӗрӗ пурне те кӗтет, ӑмӑртусене хастар хутшӑнар!