Пӗрле пуҫтарӑнса калаҫни кирлех

Округӑн территори уйрӑмӗсенче граждансен пухӑвӗсем пуҫланчӗҫ. Февралӗн 2-мӗшӗнче Асанкасси ялӗнче пурӑнакансем ял пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ пирки сӳтсе явма, малашнехи тӗллевсем пирки калаҫма пуҫтарӑнчӗҫ.

Асанкасси ялӗ ҫинчен сӑмах пуҫарсан яланах вӑл иртнӗ ӗмӗрӗн 80—90 ҫулӗсенче пирӗн районта Комсомольски тата Урмаел ялӗсем хыҫҫӑн чи пысӑкки пулни аса килет. Халӗ те, шутланакан 426 хуҫалӑхпа, пӗчӗк мар курӑнать вӑл. Анчах ҫӗр ытла ҫуртӑн мӑрйинчен, ытарлӑ каласан, хӗл кунӗсенче тӗтӗм тухмасть. Халӑх йышӗ те чакса пыни палӑрать. Кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне 884 ҫын пурӑннӑ. Ку ялта халӑх йышӗ пинрен чылай иртни те пулнӑ.  Демографи лару-тӑрӑвӗ яллӑ вырӑнсенче пур ҫӗрте те чакни палӑрнӑ тапхӑрта, паллах, Асанкассинче те ҫавӑн евӗрлех ӳкерчӗк. Иртнӗ ҫул 3 ҫамрӑк ҫемье ҫавӑрнӑ, 6 ача кун ҫутине килнӗ. 11 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ял ҫыннисене вырӑнта ӗҫпе тивӗҫтерекенни, тӗпрен илсен, «Асаново» ял хуҫалӑх предприятийӗ пулса тӑрать. Вӑл округра ӳсен-тӑран отраслӗпе те, выльӑх-чӗрлӗхпе те чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен предприятисен йышӗнче. Округ центрне ӗҫе ҫӳрекенсем те йышлӑ. Халӑх выльӑх-чӗрлӗх  тытать. Сӑвакан ӗнесен йышӗ 210 пуҫ. Сӗте «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗ пуҫтарать. Хӑй тӗллӗн ӗҫлекен статусне иртнӗ ҫул 3 ҫын илнӗ.

 Ялтан Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине мобилизаци йӗркипе те, контрактпа та кайнисем чылай. Ял халӑхӗ аякри ентешсене пӑрахмасть, час-часах тӗрлӗ енлӗ пулӑшма тӑрӑшать.

Территори уйрӑмӗн начальникӗ Н.Н.Карпов чылай цифра илсе кӑтартрӗ. Яла аталантарас, тирпей-илем кӗртес енӗпе ҫынсем пуҫаруллӑ проектсене хастар хутшӑннӑ. Иртнӗ ҫул чылай  ӗҫ пурнӑҫланӑ, кӑҫал та тӗллевсем пысӑк. Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ пулнӑ май территори уйрӑмӗнче кӑҫал тумалли ӗҫсене палӑртнӑ. Ҫулсен хӗррисене йывӑҫсем лартассине йӗркелесшӗн.

Малалла Николай Николаевич  территорире вырнаҫнӑ социаллӑ-культурӑлла обьектсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Пухӑва килнисен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ.

Асанкасси культура ҫурчӗн директорӗ Е.А.Маштанова культура пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ. Халӑха мероприятисене хастартарах хутшӑнма ыйтрӗ.

Пуху ӗҫне округ администрацийӗн финанс пайӗн начальникӗн ҫумӗ З.М.Айнетдинова, экономика, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ О.П.Козина, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр директорӗ И.Н. Долгова, округри больницӑн тӗп врачӗ И.И.Ефремова, выльӑх-чӗрлӗх чирӗсене хирӗҫ кӗрешекен станци начальникӗ С.А.Васильев, 31-мӗш пушар чаҫӗн начальникӗ И.В.Ананьев, РФ Шалти ӗҫсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗн участокри инспекторӗ А.В.Шишкин хутшӑнчӗҫ, хӑйсен ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ отрасльсенчи ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.

Округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин, округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ, «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ А.Н.Бахтеров  хӑйсен сӑмахӗсенче ял ҫыннисен ыйтӑвӗсене ҫӳлерех шайра ҫӗклеме пулчӗҫ.

Ҫулталӑкра пӗрле пуҫтарӑнса калаҫни, ял пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене ушкӑнпа сӳтсе явни кирлех.  Халӑхӑн та ҫакӑн ҫине ӑнланса пӑхмалла. Ялта   тӗпленсе пурӑнакансен, ӗҫлекенсен пушшех те.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *