Вӑрттӑн аталанакан чирсем

Вӑрттӑн аталанакан чирсем

Паян онкологи чирӗсем чи анлӑ сарӑлнисем шутланаҫҫӗ, чылай чухне вӗсем вилӗм патне илсе ҫитереҫҫӗ.

Рак чирне  организмра  усал клеткӑсем ҫуралса хӑвӑрт аталанса пыни темелле. Унӑн формисемпе тӗсӗсем тӗрлӗрен. Ку чир тӗпрен илсен систермесӗр ерипен аталанса пырать, хӑйӗн паллисене чылай чухне кая юлса кӑтартать. Кун пек чухне вара ҫынна сыватма питӗ йывӑр. Ҫавӑнпа та рак чирне маларах, пуҫламӑш тапхӑртах, тупса палӑртни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чире маларах тупса палӑртнӑ тӗслӗхсенчен  80 процентне  сыватма май пур.

Ҫынна хӑй тӗллӗн  ку чире тупса палӑртма йывӑр. Ҫавӑнпа та медицина тӗрӗслевӗсем витӗр тӑтӑшах тухма тӑрӑшмалла. Чирӗн аяларах кӑтартнӑ  паллисем сире тухтӑр патне пӗр тӑхтаса тӑмасӑр ҫитме  хистӗҫ.

Хӑвӑрта сывмар пек туйӑм тӑтӑшах пулни, пӗр сӑлтавсӑрах кӗлеткен йывӑрӑш виҫи чакни (уйӑхра, сӑмахран, 5 килограмм таран), апат ҫиес килни чакни, тӑтӑшах ывӑнни, апат тути улшӑннине туйни (аш-какай продукчӗсем пачах та ҫиес килменни), тур паллин сарлакӑшӗ, тӗсӗ улшӑнни, ӳт тӗсӗ урӑхланни (кӗҫӗттерни, типме пуҫлани, шуранкӑланни), сурансем чылай вӑхӑт пирчеменни, туалетра тула тухнӑ чухне каяшсенче юн  палӑрни, каяш хытӑ е шӗвек тухни — тухтӑр патне кайса тӗрӗслеттермелли сӑлтав.

Рак чирӗ пулнине мӗнле майсемпе палӑртаҫҫӗ-ха?

Пӗрремӗшӗ — юна пӗтӗмӗшле анализ туса. Вӑл организмра шыҫӑ пуҫарса яма пултаракан япаласем пуррине систерет. Иккӗмӗшӗ — ӳпкене флюорографи урлӑ тӗрӗслеттерни. Вӑл ӳпке ракне асӑрхама пулӑшать. Виҫҫӗмӗшӗ —  УЗИ.  Вӑл кашни органа тӗрӗслесе унта онкологи пуррипе ҫуккине палӑртма пулать. Тӑваттӑмӑшӗ — эндоскопи. Ун тӑрӑх апат хуранӗнче, йӗпе пырта, 12 пумӑклӑ пыршӑра шыҫӑсене асӑрхама май парать. Каяша вӑрттӑн юнран тӗрӗслеттерни те апат ирӗлтерекен органсенчи чирсене тупса палӑртма пулӑшать. Хӗрарӑмсен кӑкӑр ракӗ пулсан маммографи ӑна ӑнӑҫлӑ кӑтартса парать. 

Чир пирки иккӗленӳ пулсан тухтӑр тата ытти тӗпчевсем те сӗнме пултарать. Рак чирне маларах тупса палӑртни ӑна малалла ӑнӑҫлӑ сиплеме май парать.

Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министерствин «Республиканский клинический онкологический диспансер» автономи учрежденийӗ кӑҫалхи февралӗн 8, 15, 22-мӗшӗсенче онкологи чирӗсенчен асӑрханас тӗллевпе «Уҫӑ йышӑну кунӗ» ирттерет. Вӑл Шупашкарти Гладков урамӗнчи 13-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Йышӑну  вӑхӑчӗ — 15.00 —18.30 сехетсем.

Маларах тупса палӑртсан паянхи медицина онкологие хирӗҫ тӑма пултарать.

Валентина ФЕДОРОВА,

врач-эндокринолог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *