Понедельник, 26 февраля

Чӑваш енре Экологи ҫулталӑкне уҫнӑ

Чӑваш енре Экологи ҫулталӑкне уҫнӑ

Январӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Экологи культурин тата  ҫутҫанталӑкпа  перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Олег Алексеевич кӑҫалхи ҫул тӑван тавралӑха упрассипе мӗнле ӗҫсем йӗркелессине палӑртнӑ. Кӑҫалхи ҫул экологи туризмне аталантарасси, ҫӗнӗ экомаршрутсем йӗркелесси, шыв объекчӗсене хӑтлӑлатасси ҫине нумай тимлӗх уйӑрӗҫ. Ҫирӗплетнӗ плана интерактивлӑ экологи атласне, ҫӑлкуҫсен цифрӑллӑ карттине, «Хӑрушлӑхсӑр хула» программа шайӗнче сывлӑшӑн экологи мониторингӗн автоматизациленӗ системине тата йывӑҫ вӑрлӑхӗсен фондне хатӗрлекен центр туса хумалли мероприятисем кӗреҫҫӗ. «Чӑваш Республикин 2030 ҫулчченхи экологи политики тата ҫирӗп аталанӑвӗ» стратегиллӗ сесси, Чӑваш Енри юманлӑхсен тӑрӑмне тӗпчекен Пӗтӗм Раҫҫейри семинар, паллӑ экологсемпе ҫамрӑксен тӗл пулӑвӗсене ирттерме те палӑртса хӑварнӑ.

«Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чи лайӑх эколог — 2024», «Чӑваш Республикинчи экологи тӗлӗшӗнчен яваплӑ чи лайӑх предприяти» конкурссем иртӗҫ, экологи объекчӗн территорине — муниципаллӑ округсенчи Экологи культурипе ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курмалли ҫулталӑкӑн символне —  лайӑхрах хӑтлӑлатмалли конкурс пулӗ. Муркаш округӗнчи чи ватӑ чӑваш юманӗн таврашне те тирпей-илем кӗртӗҫ.

Чӑваш Енре Экологи ҫулталӑкӗ уҫӑлнипе пӗрлех Мускаври ВДНХ-ра пыракан «Раҫҫей» куравра Экологи кунӗ иртнӗ. Чӑваш Республикин стенчӗ ҫинче Чӑваш Ен Ҫутҫанталӑк министерствин кунӗсем пуҫланнӑ.

«Взгляни на нашу землю с высоты» илемлӗ концерт программине «Экосокровища Чувашии» тематикӑлла курав экспоначӗсем пуянлатнӑ. Унта хӑйне евӗрлӗ ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗсене, ӳсен-тӑранпа чӗрчунсен тӗнчин сайра тӗл пулакан представителӗсене, республикӑри ҫутҫанталӑк палӑкӗсене кӑтартнӑ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *