Иртнӗ эрнекун, январӗн 26-мӗшӗ, Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакансемшӗн паллӑ пулӑмпа асра юлчӗ. Кунта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура фельдшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ ҫуртне уҫрӗҫ. Ӑна «Сывлӑх» наци проекчӗпе туса хута янӑ.
Ял ҫыннисене ҫак ятпа муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, централизациленӗ больницӑн тӗп врачӗ И.И.Ефремова, округ депутачӗ А.Н.Зайцев, «Родина» ООО ертӳҫи А.Е.Потемкин саламларӗҫ. Вырӑнта халӑха медицина пулӑшӑвӗ паракан сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсем пулни ялта пурӑнакансемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлине палӑртрӗҫ.
— Кашни пациентах кунта кӗрсен хӑйне тивӗҫтерекен пулӑшу илме пултартӑр. Ялта паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен ФАП пулсан та, чир-чӗр сиртен аякра ҫӳретӗр, яланах сывлӑхлӑ пурӑнӑр, — терӗ округ пуҫлӑхӗ Николай Никандрович, ФАП заведующине И.А.Тимофеевӑна ҫуртӑн символла ҫӑра уҫҫине панӑ май. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн шала кӗтӗмӗр. Пӳлӗмсем таса та ҫутӑ. Медицина ӗҫченӗсене валли пур условисем те туса панӑ. Чирлисене йышӑнма та меллӗ. Ял ҫыннисене вырӑнтах медицинӑн малтанхи пулӑшӑвӗ паракан оборудованипе тивӗҫтернӗ, хатӗр-хӗтӗр те ҫителӗклӗ.
Александровкӑри тата Ҫӗнӗ Сӗнтӗрти художество пултарулӑх коллективӗсем пысӑк парнешӗн тав туса савӑнӑҫлӑ юрӑ-кӗвӗ шӑрантарчӗҫ.
Вера Тарасова.