Суйласа илнӗ ӗҫе юратнӑ

Пӗчӗк чухне хӗрачасем хушшинче «лавккалла» выляман хӗр сахал пулӗ. Вӗсен ун чухне сутуҫӑ пулас шухӑшӗ пуҫӗнче тӑман, паллах. Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ  Лидия Борисовна Козлова та ача чухне япаласем сарса хурса сутуҫӑ пулса тантӑшӗсене тӗрлӗ тавар сӗннӗ пулӗ. Шӑпа вара унӑн пӗтӗм пурнӑҫне суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ.

Шупашкарти суту-илӳ техникумне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1977 ҫулта ҫамрӑк хӗр Комсомольскинчи ҫӑкӑр заводӗнче бухгалтерта ӗҫлеме пуҫлать. Вӑл вӑхӑтра кунти ӗҫченсем  Асанкассинчи, Йӳҫ Шӑхалӗнчи, Тукайри пекарьньӑсенче тӑрӑшакансемпе пӗрле пӗтӗм район халӑхне хура ҫӑкӑрпа тата булка изделийӗсемпе тивӗҫтерсе тӑнӑ. Завод виҫӗ сменӑпа ӗҫленӗ. Талӑкра 13,5 тонна продукци пӗҫерсе кӑларнӑ. Предприятири шут ӗҫченӗсен хатӗрленӗ продукци калӑпӑшне хут ҫине вӑхӑтра палӑртмалла пулнӑ. Ҫамрӑк специалист ӗҫе хӑвӑрт хӑнӑхать, аслӑрах бухгалтерсем пулӑшса пынипе учетпа отчет ӗҫӗсене  тӗплӗ туса пырас тесе тӑрӑшать. Вӗренӳ заведенийӗнче илнӗ пӗлӗве практикӑра туллин усӑ курать.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче Комсомольски райповӗ хӑвӑрт аталанса пырать. Унӑн пурлӑхпа техника бази те ӳсет. Ялсенче ҫӗнӗ магазинсем тӑваҫҫӗ, район центрӗнче те суту-илӳ точкисем хутшӑнаҫҫӗ. Ял ҫыннисен социаллӑ пурнӑҫӗ лайӑхланса пырать. Тавар туянакан магазинсенчен пахалӑхлӑ та ҫӗнӗ йышши япаласем ыйтать. Ялти лавккасен ассортиментне    ӳстерес тесен райпона таварпа тивӗҫтерекенсем ытларах кирли палӑрнӑ. Ку вӑхӑтра Лидия Борисовна ҫӑкӑр заводӗнче ӗҫлесе коллективра ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Пултаруллӑскерне райпо правленийӗ те асӑрхать, товаровед пулма сӗнет. Л.Козлова хӑнӑхнӑ ӗҫтешӗсенчен уйрӑлас килменнипе пӗр вӑхӑт иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн килӗшет.

1987 ҫулта вара вӑл ӗҫӗ-хӗлне тӳрремӗнех суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ. Товароведӑн канӑҫсӑр ӗҫӗ пуҫланнӑ. Малтан  халӑха мӗн кирлине, вӑл мӗнле тавар ытларах ыйтнине шута илмелле пулнӑ. Ун хыҫҫӑн  вӑл е ку тавара ӑҫтан йӳнӗрехпе, пӗчӗкрех тӑкакпа кӳрсе килме май пулнине тишкернӗ. Хӑйне шанса панӑ ӗҫе Л.Козлова тӳрӗ кӑмӑлпа туса пынӑ.

1990 ҫулсем хыҫҫӑн ҫӗршывра рынок экономики хӑйӗн саккунӗсене кӑларса тӑратнӑ. Ҫакӑ суту-илӳ системине уйрӑмах вӑйлӑ пырса ҫапнӑ. Райпо ӗҫченӗсен уйрӑм предпринимательсемпе конкуренцире вӑй виҫме тивнӗ. Пасар экономикинче райпо тытӑмне сыхласа хӑварас тесе коллективри ытти ӗҫченсемпе пӗрле Лидия Борисовна та нумай вӑй хунӑ. Йӳнӗрех тавар илес тесе продукци туса кӑларакансемпе тӳрӗ ҫыхӑнусем йӗркелемелле пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсен килӗшӳсем тума час-часах инҫетри хуласене те ҫула тухма тивнӗ. Ҫӑкӑр заводӗнче пекарьсем ҫитменнипе каҫхи сменӑра унта кайса ӗҫлени те пулнӑ. Ирхине вара яланхи ӗҫе тухнӑ. Кӑткӑс вӑхӑтсенче Лидия Борисовна ҫамрӑксене хӑйӗн чӑтӑмлӑхӗпе, тӑрӑшулӑхӗпе тӗслӗх кӑтартса панӑ.

Л.Козлова пек пултаруллӑ ӗҫченсем пулнипе райпо тытӑмӗ йывӑр ҫулсенче те ҫухалса каймарӗ. Паянхи кун та округ халӑхне пахалӑхлӑ таварпа тивӗҫтерес тесе тӑрӑшать.

Лидия Борисовна суту-илӳ тытӑмӗнче пурӗ 44 ҫул тӑрӑшнӑ. Ун чухлӗ вӑй хума ӑна хӑй суйласа илнӗ ӗҫе юратни, тӑван пулса тӑнӑ райпо коллективӗпе ҫывӑх пулни нумай пулӑшнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ вӑл «ман пурнӑҫра юнашар лайӑх ҫынсем нумай пулчӗҫ», тет. Ӗҫре пултаруллӑ пулнӑшӑн  Л.Козлова «Потребительсен кооперацийӗнче нумай ҫул  тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» паллӑна илме тивӗҫ пулнӑ. Раҫҫей Центрсоюзӗн, Чӑвашпотребсоюзӑн, райпон Хисеп грамотисемпе Тав хучӗсем те нумай унӑн.

Ҫын пурнӑҫӗ ӗҫрен анчах тӑмасть. Лидия Борисовна ҫемьере юратупа килӗшӳ хуҫалантӑр тесе те чылай тӑрӑшнӑ. Тӗвенеш каччипе Петр Аркадьевичпа 1980 ҫулта мӑшӑрланнӑ та хӗрӗх ҫул ытла ӗнтӗ Козловсем пӗр ҫемьепе пурӑнаҫҫӗ.  Вӗсем  икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Райпора ӗҫ нумай пулсан та ытларах юратнӑ мӑшӑрӗпе, тӗпренчӗкӗсемпе пӗрле пулма тӑрӑшнӑ.

Халӗ Л.Козлова тивӗҫлӗ канура. Апла пулин те вӑл райпопа ҫыхӑнӑва татмасть. Пӗрле тӑрӑшнӑ ӗҫтешӗсемпе те курнӑҫсах тӑрать. Пӗрле тӗл пулсан вӗсем райпори йывӑр вӑхӑтсене аса илеҫҫӗ, хаваслӑ самантсем пирки калаҫаҫҫӗ. Тӑватӑ теҫетке ытла ҫул хушшинче темӗн те пулнӑ пулӗ. Апла пулин те райпо ӗҫченӗсем пӗр-пӗрне пулӑшса пынӑ, йывӑр вӑхӑтра алӑ тӑсса панӑ. Акӑ, ҫак кунсенче Лидия Борисовна  юбилейне паллӑ тӑвать. Ӑна ҫак паллӑ кунпа саламлакан йышлӑ. Пурте ҫирӗп  сывлӑх, тулли телей, вӑрӑм ӗмӗр сунаҫҫӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *