Маттур хӗр Ленинграда хӳтӗлеме хутшӑннӑ

2024 ҫулхи январӗн 27-мӗшӗнче Ленинграда фашистсен блокадинчен пӗтӗмпех ирӗке кӑларнӑранпа 80 ҫул ҫитет.

Ленинград блокади Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн 79-мӗш кунӗнче, 1941 ҫулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнче, пуҫланнӑ, пурӗ 872 куна пынӑ. Темле йывӑр, тертлӗ пурнӑҫ условийӗсенче пулин те, Нева ҫинчи хулан ҫыннисемпе хӳтӗлевҫисем тӑшмана парӑнман, ун умӗнче чӗркуҫленмен. Тӑван ҫӗршыва юратни, унӑн ирӗклӗхне хӳтӗлесе хӑварас тӗллев пурне те пӗр чӑмӑра пӗрлештернӗ, ҫӗнтерӳ патне илсе ҫитернӗ. 1944 ҫулхи январӗн 27-мӗшӗнче вара фашист блокадине тӗппипех сирсе пӑрахнӑ. Историллӗ паллӑ пулӑма халалласа ҫав кун 324 тупӑран салют панӑ.

1941 ҫулхи сентябрь тӗлне Ленинградра тата ун таврашӗнче пурӑнакансен шучӗ 2,9 миллион ҫынпа танлашнӑ. Блокада вара, тӗрлӗ хаклав тӑрӑх, 600 пинрен пуҫласа 1,5 миллион ҫын пурнӑҫне илсе кайнӑ. 

Ленинград хулине хӳтӗлеме пирӗн окургра ҫуралса ӳснисем те йышлӑн хутшӑннӑ. Арҫынсемпе танах хӗрарӑмсем те мӗн вӑй ҫитнӗ таран ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. Паян ҫав ҫынсенчен пӗрин ҫинчен сӑмах пуҫарас килет.

Елизавета Николаевна Ефремова (хӗр чухнехи хушамачӗсем — Егорова, Хлебникова) Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче 1919 ҫулхи октябрӗн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗн хӳттинче тӑватӑ пӗртӑван ҫитӗннӗ — виҫӗ хӗрпе пӗр ывӑл. Лиза пуҫламӑш пӗлӳ илме ӗлкӗрнӗ, малалла вӗренме май килмен. Пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхса ӳснӗ хӗрача ашшӗ-амӑшне килти хуҫалӑхра пулӑшнӑ.

Пурнӑҫ йывӑрлӑхӗсене пула Аслӑ Ҫӗрпӳел пикин 1939 ҫулта ялтан вербовкӑпа тухса кайма тивнӗ. Ытти хӗрсемпе пӗрле вӑл Мускав таврашӗнче торф кӑларнӑ ҫӗрте вӑй хунӑ, мӗн чухлӗ те пулин укҫа ӗҫлесе илес тесе тӑрӑшнӑ. 1941 ҫул тӗлне шӑпа ӑна Ленинград хулине илсе ҫитернӗ. Елизаветӑна 16 чӑваш хӗрачипе пӗрле ҫарпа строительство училищине пӗлӳ илме янӑ. Анчах вӗренсе пӗтерме май килмен ҫав, хаяр вӑрҫӑ пуҫланни чӑрмантарнӑ. Лисукӑн вара хула хӳтӗлевҫисен ретне тӑма, баррикадӑсем тунӑ ҫӗрте кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлеме тивнӗ. Пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ чӑваш пики, пӗрмаях нормӑна ытлашшипех тултарнӑшӑн Елизавета Николаевнӑна 1942 ҫулта «За оборону Ленинграда» медальпе наградӑланӑ. Лисук вӑрҫӑ пӗтичченех ҫапӑҫакан ҫар чаҫӗсенче ирӗклӗ найм енӗпе штатлӑ должноҫре шутланнӑ. Ленинград блокадинче пулнӑ ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранне 1985 ҫулта II степеньлӗ Отечественнӑй вӑрҫӑ орденне парса чысланӑ.

Аслӑ Отечествӑлла вӑрҫӑ вӗҫленсен те хӗр Ленинградрах юлнӑ, арканнӑ хулара ӗҫ вӑйӗ нумай кирлӗ пулнӑ-ҫке. 1947 ҫулта ҫеҫ вӑл тӑван яла таврӑннӑ, «Культура» колхоз бригадинче ӗҫлеме пуҫланӑ. Петӗр шӑллӗпе иккӗшӗ ҫурт лартнӑ.

Кӑштахран Лисук Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнчи Васиян Ефремова качча тухнӑ. Упӑшки тракторист пулнӑ. Елизавета Николаевна та Калинин ячӗллӗ, «Гигант» хуҫалӑхсен ӗҫне мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех хутшӑннӑ. Нуши-тертне нумай  тӳснӗ пулин те, ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ 75 ҫул пурӑннӑ, мирлӗ пурнӑҫпа савӑннӑ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *