Хутшӑну территорийӗ уҫӑлнӑ

Хутшӑну территорийӗ уҫӑлнӑ

«Раҫҫей ҫамрӑкӗсем» программӑпа килӗшӳллӗн пирӗн ҫӗршывра ҫамрӑксен центрӗсем йӗркелеҫҫӗ. Чӑваш Енре ҫакӑн пек территорисене «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн модернизациленӗ модельлӗ библиотекӑсенче уҫаҫҫӗ. Январӗн 12-мӗшӗнче пирӗн муниципаллӑ округри этнобиблиотекӑра «Про-движение» ҫамрӑксен хутшӑну территорине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.

Мероприятие администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, ҫул ҫитменнисен ӗҫӗсен тата вӗсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен специалист-эксперт Гузель Гадельянова, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова хутшӑннӑ.

Ҫамрӑксен хутшӑну территорийӗсене уҫнин тӗллевӗ — яш-кӗрӗме «чӗрӗ» хутшӑнӑва пӗрлештересси. Кунта тӗрлӗ енлӗн вӑхӑта ирттерме пулӗ: ачасемпе ҫамрӑксене аталанма пулӑшакан пултарулӑх мастерскойӗсем ӗҫлӗҫ, интереслӗ ҫынсемпе тӗл пулусем йӗркелӗҫ, ачасемпе ҫамрӑксене психологи пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерӗҫ, тӗрлӗ темӑпа дискуссисем иртӗҫ тата ытти те. Этнобиблиотекӑра ҫамрӑксене хутшӑнма пӗтӗм майсем туса панӑ.

Мероприятие хутшӑнакан ҫамрӑксем хӑйсен шухӑшӗсемпе паллаштарнӑ, этнобиблиотекӑра иртекен мероприятисене чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине палӑртнӑ.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *