Кӑшарни уявӗ ҫывхарать

Кӑшарни уявӗ ҫывхарать

Январӗн 19-мӗшӗнче Христос тӗнне ӗненекенсем Иисус шыва кӗнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак ятпа округри ялсенчи чиркӳсенче кӗлӗсем иртеҫҫӗ. Чунпа та, ӳтпе те тасалас тӗллевпе чылай ҫӗрте хӗресле вак касса ӑна сӑваплаҫҫӗ, шыва кӗреҫҫӗ.

Христос тӗне кӗнӗ кун — пысӑк уяв. Анчах та шыва кӗнӗ чухне хӑш-пӗр хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнмалли ҫинчен асӑрхаттарас килет. Сивӗ шывпа сапӑнма хӑнӑхман ҫын тӳрех вакка чӑмсан сасартӑк сывлайми пулса ларма, унӑн чӗри тапма пӑрахма пултарать. Тухтӑрсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, юн ҫулӗсем  сивӗ шывра пӗрӗнсе ларас хӑрушлӑх пур. Эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн шыва кӗме юраманнине те асрах тытӑр. Турӑ шывне ӑша илсе пит-куҫа уҫӑлтарни никамшӑн та пӑсӑклӑ мар. Анчах та шыва кӗриччен хӑвӑра хатӗрлени кирлӗ. Сивӗ шыва тӳрех сикмелле мар, юн пусӑмӗ виҫерен иртме пултарать. Ҫакна васкамасӑр тумалла, чӗркуҫҫи таран кӗрсе сивӗ шывпа алла, ҫан-ҫурӑма, пите йӗпетсе илмелле. Унтан тинех мӑй таран шыва кӗмелле. Ачасен те вакра шыва кӗме тӑхтамалла. Шывран тухсан ҫийӗнчех шӑлӑнса тӑхӑнма япаласем, термоспа вӗри чей илмелле.

                                           Анастасия СОЛОВЬЕВА,

округӑн ятарлӑ программӑсен пайӗн специалисчӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *