2024 ҫул — Комсомольски округӗшӗн юбилейлӑ ҫулталӑк. Района туса хунӑранпа февраль уйӑхӗнче 85 ҫул ҫитет. Кунсӑр пуҫне пирӗн тӑрӑхра ҫав ҫулах комсомол организацийӗ те ҫуралнӑ.
Комсомольски районӗнчи комсомол организацийӗ 85 ҫул тултарнине халалланӑ «Ку вӑл санпа манӑн биографи» каҫне кӑҫалхи февралӗн 10-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Вӑл Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче пулать.
Ҫак кунсенче оргкомитетӑн черетлӗ ларӑвӗсем иртрӗҫ, вӗсенче сценари планне, юбилей мероприятийӗн логотипне тата ытти йӗркелӳ ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӑмӑр. «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче районти комсомол организацийӗн тата Ленинла комсомолӑн 50 ҫулне тивӗҫлипе кӗтсе илессипе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Чӑваш обкомӗ панӑ ялавсем упранни питӗ паха.
Туссем, тӗлпулуччен нумай вӑхӑт юлмарӗ. Пур ӑрури комсомолецсене те пӗрле пухӑнса ҫамрӑклӑха аса илме чӗнсе калатпӑр. Хӑвӑр килӗр, тусӑрсене, ӗҫтешӗрсене, комсомол лидерӗсене чӗнӗр. Хамӑр ҫамрӑк пулнине аса илер-ха, пирӗн чӗресен вутне ҫитӗнекен ӑрусене парар!
Оргкомитет.