Кайӑксене хапӑлласах пулӑшнӑ

Кайӑксене хапӑлласах пулӑшнӑ

Хӗллехи вӑхӑтра вӗҫен кайӑксене йывӑр килет. Вӗсем тутӑ пулсан ҫеҫ шартлама сивӗсем  хӑратмаҫҫӗ. Ҫакна шута илсе Хырхӗрри культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ҫутҫанталӑка юратакан ачасемпе пӗрле кайӑксене пулӑшма шутланӑ.

«Хӗлле кайӑксене тӑрантар» акцие ачасем хапӑлласах хутшӑннӑ. Ӑна Чӑваш Республикинчи Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкне халалланӑ.

Малтанах пӗчӗккисем аслисемпе пӗрле сырӑшсем туса хатӗрленӗ. Вӗсене культура ҫурчӗ ҫумӗнчи йывӑҫсем ҫине ҫакнӑ. Кайран унта  тӗрлӗ апат сапса панӑ.

Ҫунатлӑ тусӗсем ачасен «парнине» кӑмӑлласа ҫини ҫутҫанталӑка юратакансене хаваслӑх кӳнӗ, малалла та ырӑ ӗҫ тума хавхалантарнӑ.

Светлана Смирнова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *