Фермӑсенчи ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ

Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗшӗн хӗл — яваплӑ тапхӑр. Ҫанталӑк сивӗ тӑнӑ вӑхӑтра округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе пысӑк фермер хуҫалӑхӗсен фермисенчи лару-тӑрупа паллашас тӗллевпе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ҫак кунсенче хуҫалӑхсене ҫитсе курнӑ.

Малтанах вӗсем округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан М. Зайнуллинпа «Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗн Чӗчкенти сӗт-ҫу ферминче пулнӑ. Кунта выльӑх-чӗрлӗхрен продукци илес енӗпе ҫине тӑрса вӑй хураҫҫӗ. Иртнӗ ҫул хуҫалӑх ҫителӗклӗ таран выльӑх апачӗ хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне юсав ӗҫӗсем те чылай тунӑ. ,не фермин ҫивиттине улӑштарнӑ, пӗчӗк пӑрусем валли профилактори тунӑ. Витесенче шалтан та  юсав ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ. Кооператив председателӗ А.С.Лукиянов хуҫалӑхри ӗҫсемпе паллаштарнӑ май малашне те выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрас тӗллевлӗ пулнине палӑртнӑ.

«Луч» ял хуҫалӑх кооперативӗ округра юлашки ҫулсенче выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Унти ӗҫ-хӗлпе паллашма Николай Раськин, выльӑх-чӗрлӗх чирӗ сене хирӗҫ кӗрешекен станци начальникӗ Сергей Васильев тата эпӗ ҫитрӗмӗр. Кунта пурӗ 400 ытла пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутланать. Вӗсенчен 135 пуҫӗ — сӑвакан ӗнесем. Хуҫалӑх выльӑхсене хӗл каҫма ҫителӗклӗ таран утӑ-улӑм, сенаж, фураж хатӗрленӗ. Кооператив председателӗ Анатолий Семенов малашне ӗнесен йышне  ӳстерме  шутлать. Фермӑри выльӑх-чӗрлӗхе тытса тӑма кирлӗ условисем туса парас  енӗпе те тимлет. Иртнӗ ҫул витесенче юсав ӗҫӗсем чылай пурнӑҫланӑ. Мӗн май килнӗ таран ку енӗпе кӑҫал та тӑрӑшасшӑн.

Николай Никандрович кооператив председателӗсемпе, специалисчӗсемпе калаҫнӑ май выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ хуҫалӑхсене ҫулталӑк тӑршшӗпех укҫа-тенкӗ парса тӑнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа та ун ҫине тимлӗх ытларах уйӑрма тӑрӑшмалли ҫинче чарӑнса тӑнӑ.

Округ пуҫлӑхӗ ҫитес вӑхӑтра  тата ытти хуҫалӑхсене те ҫитсе курса унти ӗҫ-хӗлпе паллашас тӗллевлӗ.

Ремис Шарафутдинов,

ял хуҫалӑх  тата экологи пайӗн тӗп специалист-эксперчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *