Вторник, 23 апреля

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр

Кӑҫалхи ҫул вӗҫленсе, ҫӗнӗ 2024 ҫул ҫывхарса килнӗ кунсенче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗпе Н.Н.Раськинпа тӗл пулса калаҫрӑм, хамӑр тӑрӑх пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ыйту ҫине хуравлама ыйтрӑм.

— Николай Никандрович,  йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ҫулталӑк вӗҫӗнче ӳсӗмпе ҫитӗнӳсем пирки пӗтӗмлетсе калаҫмалла пек. Эсир округра ӗҫлеме пуҫланӑранпа ҫур ҫул та ҫитмест-ха. Ҫавӑнпа та малтанах  пуҫламӑш кунсем пирки ыйтса пӗлес килет.

— Ытарлӑ каласан, манӑн чӑтӑмлӑхпа тӳсӗмлӗхе малтанах ҫутҫанталӑк тӗрӗслесе пӑхма шут тытрӗ пулӗ. Округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлама пуҫласанах пирӗн тӑрӑхра ҫил-тӑвӑл алхасса иртсе кайрӗ. Уйрӑм ҫынсенне те, обществӑлла ҫурт-йӗре те аванах сиен кӳчӗ. Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнине пула пушар та ҫине-ҫине сиксе тухрӗ. Инкек пулнӑ вырӑнсене хам ҫитсе ҫаврӑнтӑм, сӑтӑр курнӑ ҫынсене пулӑшмалли майсем тупрӑмӑр.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫывхарнӑ тапхӑрта Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулне авариллӗ тесе палӑртрӗҫ. Ачасене хӑрушлӑхран сыхлас тесе шкула хупма, вӗренекенсене Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулне куҫарма тиврӗ. Унта вӗрентӗве икӗ сменӑпа йӗркелерӗмӗр. Ҫак енӗпе нумай йывӑрлӑх  пулчӗ пулин те, ку ыйтӑва хальлӗхе татса патӑмӑр. Анчах та ҫӗнӗ шкул тумасӑр май килмест. Вӑл вара хӑвӑрт пулакан япала мар. Округ ӑна хӑй вӑйӗпе ниепле те тӑваймасть. Ҫак объекта ҫӗклеме сахал  мар укҫа кирлӗ. Республика пуҫлӑхӗ те, правительствӑра та ку проблемӑна пӗлеҫҫӗ. Ҫитес ҫул шкул тума пуҫлас ыйтӑва татса парасса шанса тӑратпӑр.

Округ центрӗнче тасатмалли сооруженисем тӑвас ыйту та чылайранпа тӑрать. Ку пысӑк объект. Малтан пире хамӑрӑн предприятисем ҫумӗнче тасатакан пӗчӗк сооруженисем тума ыйтаҫҫӗ. «Слава картофелю» агрофирмӑн, «Тав» предприятин ун пеккисем пур, Комсомольскинчи сӗт завочӗ те ҫавӑн пек объекта хута ярса  пырать. Тасатмалли сооруженисем  тумалли проект хатӗр.

Округ центрне тата  ялсене ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерес, ҫӳп-ҫап тӑкмалли вырӑнсене йӗркене кӗртес енӗпе  малалла ӗҫлемелле. Ҫаксем округ аталанӑвӗн 2035 ҫулчченхи стратегиллӗ планӗнче те пур.

— 2024 ҫул Чӑваш Енре Экологи тата ҫутҫанталӑкпа тирпейлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ…

— Комсомольски округӗ экологи енчен ӑнӑҫлисен йышӗнче. Пирӗн тӑрӑхра ҫутҫанталӑка сиен кӳрекен химин пысӑк предприятийӗсем ҫук. Анчах та ку лӑпланса лармаллине пӗлтермест. Кӗтне юханшывӗнче пулӑсем вилни те шухӑшлаттарать. Ҫакӑн тӗп сӑлтавӗсем пирки тӗп-тӗрӗс кӑтартусем ҫук-ха. Экологи ҫулталӑкӗнче пурнӑҫламалли ӗҫсене палӑртнӑ.  Ҫутҫанталӑка сиен кӳресрен асӑрханмалли мерӑсене ҫирӗп пурнӑҫласа пымалла.

— Ҫитес ҫул пирки сӑмах пуҫартӑмӑр пулсан, Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине те палӑртмалла.

— Ӑна, паллах, анлӑн уявлама палӑртатпӑр. Ҫак енӗпе комисси туса хунӑ.  Унта обществӑлла организацисене, «Кӗтне» ентешлӗхе кӗртнӗ, мероприятисен планне те палӑртнӑ. Ӑна ҫулталӑк тӑршшӗпех паллӑ тӑвӑпӑр. Чи пысӑк уяв Акатуйра пулӗ. Юбилей медалӗ хатӗрлетпӗр, унпа района аталантарас тесе нумай тӑрӑшнӑ, обществӑпа культура пурнӑҫне тӳпе хывнӑ ҫынсене наградӑлӑпӑр.

— Ҫитес ҫул округра пурнӑҫламалли пысӑк ӗҫсем пирки ҫӳлерех сӑмах пулчӗ-ха. Анчах та территори уйрӑмӗсенчи ялсенче куллен сиксе тухакан ыйтусене те татса памалла-ҫке.

— Ку енӗпе территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, специалисчӗсем нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Хам та граждансене йышӑнатӑп. Тӗрлӗ ыйтупа килеҫҫӗ пирӗн пата. Анчах та вӗсене темӗнле тӑрӑшсан та пурне те пӗр харӑс татса пама ҫук.  Мӗн май килнӗ таран пулӑшмалли йӗр шыратпӑр.

Ялсенче пуҫаруллӑ проектсемпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Пурнӑҫламалли ӗҫӗн 60 процентне патшалӑх укҫа-тенкӗ парса пулӑшать, ыттине халӑх хӑй пуҫтарать. Ҫак енӗпе округра чылай ӗҫ тума май килнӗ. Палӑксене юсанӑ, кӳлӗсене тасатнӑ, масарсене тирпей-илем кӗртнӗ… Пӗтӗм ӗҫе асӑнса та пӗтерейместӗн. Ку енӗпе ҫитес ҫул та тӑрӑшасшӑн.

Округ администрацийӗ те патшалӑх программисемпе проекчӗсене хастар хутшӑнать. «Сывлӑх» наци проекчӗпе ялсенче фельдшерпа акушер пункчӗсене хута яратпӑр. Кӑҫал Тутар Шурутӗнче ФАП хута кайрӗ, ҫывӑх вӑхӑтра Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче уҫӑлмалла. «Культура» наци проекчӗпе Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра юсав ӗҫӗсем ирттерсе паянхи пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен  Этнобиблиотека уҫрӑмӑр. Ялсене комплекслӑ аталантармалли программӑпа Урмаелӗнчи, Тукай Мишерӗнчи тата ытти ялсенчи ҫӗнӗ урамсене ҫулсемпе, электричествӑпа, газпа тивӗҫтерес енӗпе чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Кӑҫал Чӗчкен ялӗнче пурӑнакансене нумай ҫул пӑшӑрхантарнӑ шыв ыйтӑвне татса пама май килчӗ.

Ҫитес ҫул та ялсен инфраструктурине аталантарас енӗпе малалла ӗҫлӗпӗр.

— Николай Никандрович, округра пурӑнакансене мӗн суннӑ пулӑттӑр?

— Каҫал тӑрӑхӗнче пултаруллӑ та хастар ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Чӑвашсем, тутарсем, вырӑссем тата ытти халӑх ывӑл-хӗрӗ пӗрле килӗштерсе ӗҫлеме те, савӑнма та пултараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫулта вӗсене ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп. Пӗрле тӑрӑшсан хамӑр пурӑнакан вырӑн татах та илемленӗ, пуянланӗ, аталанӗ. Округри халӑх  ырӑ кӑмӑллине тата яланах пӗр-пӗрне пулӑшма хатӗррине Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хастар хутшӑнни,  аякра службӑра тӑракансене валли ҫине-ҫинех гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарса ӑсатни те туллин ҫирӗплетет.

— Калаҫушӑн тавтапуҫ.

Юрий ГАВРИЛОВ калаҫнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *