Воскресенье, 19 мая

Хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ

Декабрӗн 23-мӗшӗнче Комсомольски вӑрманӗнчи йӗлтӗр трасси ҫинче Олимп чемпионне, СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Владимир Петрович Воронкова асӑнса йӗлтӗрпе чупассипе йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту иртнӗ. Ҫак ӑмӑртусемпе округри спортсменсем хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ.

Унта хутшӑнакансене, хӑнасемпе «чирлекенсене» Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан Валерий Денисов, спорт ветеранӗ Василий Пундяков саламласа ҫирӗп сывлӑх, спортра ҫитӗнӳсем  тума суннӑ. 

2006—2007 ҫулсенче ҫуралнӑ  хӗрачасен ушкӑнӗнче йӗлтӗрпе чупса Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем  Полина Порфенова 1-мӗш, Анастасия Ефремова 3-мӗш, Анна Казакова (Ҫӗнӗ Мӑрат) 2-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.  Ҫак ӳсӗмри  арҫын ачасем хушшинче 1-мӗш вырӑн хуҫи Максим Мышкин (Шурут вӑтам шкулӗ) пулса тӑнӑ. 2-мӗш вырӑнта — Хырхӗрри тӗп шкулӗн вӗренекенӗ Тимур Никитин, 3-мӗш вырӑнта — Даниил Маргиданов (Асанкасси вӑтам шкулӗ).

2008—2009 ҫулсенчи хӗрачасен ушкӑнӗнче финиша чи малтан Диляра Алимова ҫитнӗ (Шурут вӑтам шкулӗ). Гузель Шарафутдиновӑпа (Чӗчкен тӗп шкулӗ)  Ксения Яковлева (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ. Ҫак ӳсӗмри яшсенчен  1-мӗш вырӑна Даниил Петров (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), 2-мӗшне Игорь Григорьев (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ), 3-мӗшне Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнчи Константин Чумарин тухнӑ.

18 ҫулти тата аслӑрах хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче 1-мӗш вырӑна Софья Осипова тухнӑ. 2-мӗш вырӑнта — Людмила Калашникова, 3-мӗшӗнче — Людмила Галкина. Зуфар Тимаев арҫынсен хушшинче дистанцие чи малтан парӑнтарнӑ. Ун хыҫҫӑн финиша ҫитсе  Владимир Калашников 2-мӗш пулнӑ,  Владимир Гаврилов — 3-мӗш вырӑнта. 

Йӗлтӗр спортне кӑмӑллакан аслӑ ҫулхи ҫынсем те старта тӑнӑ. Ветерансен ушкӑнӗнче арҫынсем хушшинче Николай Ятманов ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. 2-мӗш вырӑн хуҫи — Алексей Самаркин,  3-мӗш вырӑнта —  Василий Пундяков.

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе  призерсене грамотӑсемпе, медальсемпе чысланӑ.

Ирина ИЛЬИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *