Воскресенье, 19 мая

Самбо пирӗн округра та вӑй илӗ

Самбо пирӗн округра та вӑй илӗ

Самбо спорт енӗ пирӗн ҫӗршывра ҫуралнӑ. Вӑл вырӑсларан куҫарсан хӗҫ-пӑшалсӑр хӳтӗленесси тенине пӗлтерет.

Юлашки ҫулсенче Раҫҫейре ҫак спорта аталантарас енӗпе нумай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Пирӗн республикӑра та самбо вӑй илсех пырать. Ӑна малалла та ҫул уҫса парас тӗлӗшпе округсенче те «Самбо в школу» проекта ӗҫе кӗртеҫҫӗ.

Декабрӗн 25-мӗшӗнче вара Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче те самбо спорчӗн залне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫак мероприятие Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата ытти официаллӑ ҫынсем хутшӑннӑ.

Тӗплӗнрех хаҫатӑн ҫитес номерӗнче каласа парӑпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *