![Патӑрьел педагогӗсем «Раҫҫей» форумра](http://kasalen.ru/wp-content/uploads/2023/12/фото-к-матераилу-о-Батыр-педагогах_новый-размер-533x365.jpg)
Декабрӗн 23-мӗшӗнче Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи ача-пӑча искусствисен шкулӗн педагогӗсем тата шкулсен вӗрентекенӗсем Мускав хулинчи «Раҫҫей» курав-форумра ӗҫленӗ. Педагогсем тӗрлӗ мастер-классем ирттернӗ, чӑваш халӑхӗн пуян культурипе, йӑли-йӗркипе курав хӑнисене паллаштарнӑ.
Чӑваш ҫӗрне ахальтен мар «ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ» теҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ чӑваш тӗррисемпе орнаменчӗсене тӗрлеме вӗренес текенсем валли вӗрентекенсем ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Курава килнисене пукане-оберегсем хатӗрлес енӗпе пулнӑ мастер-класс уйрӑмах килӗшнӗ.
Куракансем ҫавӑн пекех йӑлана кӗнӗ чӑваш тӗррисемпе, орнаменчӗсемпе, хурӑн хуппипе усӑ курса Ҫӗнӗ ҫул эрешӗсем, открыткӑсем тума хӑнӑхма та пултарнӑ.