Воскресенье, 19 мая

Куравра — Вӗрентӳ министерстви

Мускавра ВДНХ-ра «Раҫҫей» курав малалла пырать. Декабрӗн 19-мӗшӗнче унта ЧР Вӗрентӳ министерствин экспозицийӗ уҫӑлнӑ.

Мероприятисене уҫма министерство ертӳҫи Дмитрий Захаров пынӑ. Ҫавӑн пекех РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Алла Салаева тата Анатолий Аксаков та экспозицие уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Вӗсем Чӑваш Енри тата Раҫҫейӗн ытти регионӗсенчи аслӑ шкулсен, колледжсен тата шкулсен вӗренекенӗсемпе тӗл пулнӑ. 

«Маншӑн та унччен хамран аслӑ ҫынсемпе тӗл пулни, вӗсен опычӗпе паллашни усӑллӑ иртетчӗ. Уйрӑмах эпӗ пӗрремӗш учителе мана хама ӗненме пулӑшнӑшӑн тав тӑватӑп. Ҫавӑнпа та тӗрлӗ ӑрусем пӗр-пӗринпе хутшӑнни питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп. Йывӑрлӑхсене мӗнле ҫӗнтермеллине сӳтсе яврӑмӑр, ыйтусем ҫине хуравларӑмӑр», — пӗтӗмлетнӗ тӗл пулӑва Анатолий Аксаков.

Ҫак кун ЧР Вӗрентӳ министерстви «Издательство «Просвещение» АО-па 5—7-мӗш классенче вӗренекенсем валли регион историйӗпе вӗренӳ материалӗсем пичетлесе кӑларасси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснӑ.  

ЧР Вӗрентӳ министерствин лапамӗнче тӗрлӗ ӑсталӑх класӗиртет. Вӗсене хутшӑнса ачасем Ҫӗнӗ ҫул открыткисем хатӗрлеҫҫӗ, елка теттисем ӑсталаҫҫӗ, сувенирсем сӑрласа илемлетеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсене чӑваш халӑх тӗсӗсемпе, наци символикипе паллаштараҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра ҫамрӑксемпе тӗрлӗ интерактивсем, интеллектуаллӑ шоу, кроссворд кунӗ тата ытти мероприятисем ирттерме палӑртнӑ.

«Пире уйӑрса панӑ виҫӗ эрне Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем тӗлне лекет, ҫавӑнпа та эпир ачасем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр, вӗсене интереслӗ пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Кунта хушма вӗрентӗвӗн чи лайӑх тӗслӗхӗсемпе паллашма пулать: декораципе ӗҫлев искусстви, батик ҫинчи роспись, алӑпа ӑсталанӑ япаласем, Ҫӗнӗ ҫул теттисем, открыткӑсем… Чӑваш Енри хушма вӗрентӳ тытӑмӗ вӗсемпе питӗ пуян. Пирӗн ачасен тата педагогсен ӗҫӗсене пысӑк хак параҫҫӗ. Кӑҫал ачасен 80 ытла проценчӗ валли хушма вӗрентӳ йӗркеленӗ», — палӑртнӑ Дмитрий Захаров министр.

Аса илтеретпӗр: ЧР Вӗрентӳ министерствин экспозицийӗ пурӗ виҫӗ эрне ӗҫлӗ. Пырса курма, тӗрлӗ ӑсталӑх класӗсене хутшӑнма, парнесем выляса илме васкӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *