Ҫак кунсенче Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан Нина Васильевнӑпа Николай Иванович Черновсем пурнӑҫ сукмакӗпе пӗрле утма пуҫланӑранпа 50 ҫул ҫитрӗ. Ҫак савӑнӑҫлӑ та паллӑ кунпа юбилярсене Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ Александр Орешкин, Комсомольски муниципаллӑ округ депутачӗ Александр Тихонов саламларӗҫ, парнесем парса чысларӗҫ.
Николайпа Нина пӗр касра выляса ӳснӗ, шкул сукмакне те пӗрле такӑрлатнӑ. Вӗсем пӗр класра вӗреннӗ. Ачаран пынӑ туслӑх каярах юратӑва куҫнӑ. Кӗҫех ҫамрӑксем ҫемье ҫавӑрнӑ. Пӗр вӑхӑт тӗп килте пурӑннӑ хыҫҫӑн мӑшӑр ҫак ялах уйрӑлса тухнӑ. Кӗске вӑхӑтрах вӗсем ҫӗнӗ ҫурт лартнӑ, йӗри-тавра хуралтӑсем ҫӗкленӗ. Николай «Красный Октябрь» колхозӑн хӑма ҫуракан цехне ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Кунта вӑл мӗн пенсие кайичченех тӑрӑшнӑ. Нина Васильевна вара почтальонкӑра 35 ҫул ӗҫленӗ, ял халӑхне тӗрлӗ хаҫат-журналпа тивӗҫтернӗ, пенси укҫи ҫитерсе панӑ.
Нина Васильевна ҫамрӑклах алӗҫ тума юратать, тӗрӗ ӑсти вӑл, юрӑ-ташӑра та маттур. Пултаруллӑскер 30 ҫул ытла Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» фольклор ушкӑнне ҫӳрет. Культура ӗҫченӗсем ирттерекен вырӑнти, округри, республика шайӗнчи тӗрлӗ уява та хаваспах хутшӑнать. Юбилярсене ылтӑн туй ячӗпе ҫак ушкӑн юрӑҫисем, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура, библиотека ӗҫченӗсем, йышлӑ тӑванӗсем илемлӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, парнесемпе чысларӗҫ.
Мӑшӑр икӗ хӗрпе пӗр ывӑл ҫуратса пӑхса ҫитӗнтернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Паянхи кун Черновсене 6 мӑнукӗ тата вӗсен икӗ ачи савӑнтараҫҫӗ, малалла пурӑнма вӑй-хӑват параҫҫӗ. Вӗсем май ҫитнӗ таран выльӑх-чӗрлӗх, хур-кӑвакал усраҫҫӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра вара Нина Васильевна пӳрт умӗнчи пахчара тӗрлӗ чечек ӳстерме юратать.
Черновсем 50 ҫул пӗр ҫемьере килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ мар-и-ха вӑл телей! Ачасемпе мӑнуксем куҫ тулли тӑни, вӗсене курса савӑннине мӗн ҫиттӗр? Тӑвансем хушшинчи те, ял ҫинче те хисеп ҫӗнсе илнӗ вӗсем. Нина Васильевнӑпа Николай Иванович Черновсем чӑннипех те ӑшӑ сӑмахсене, саламсене тивӗҫлӗ.
Александр Иванов.