Воскресенье, 28 апреля

Патшалӑх пулӑшу парать

Пирӗн округра ял хуҫалӑх отраслӗ тӗп вырӑн йышӑнать. Ҫавӑнпа та ӑна аталантарасси администрацин чи пӗлтерӗшлӗ ыйтӑвӗ пулса тӑрать. Ялта пурӑнакансене мӗн май килнӗ таран патшалӑх та пулӑшма тӑрӑшать. Акӑ, ҫак кунсенче «Чӑваш Республикинчи ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн округри икӗ ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатмалли свидетельствӑсем  илнӗ.

— Эсир  патшалӑх пулӑшӑвне туйса малашне те округ аталанӑвӗшӗн хавхаланупа тӑрӑшасса шанатӑп, — тенӗ муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Н.П.Козловӑна тата Д.Д.Азизовӑна ҫав свидетельствӑсене панӑ вӑхӑтра.

Кӑҫал округра пурӑнакансем хушшинче патшалӑхӑн тӗрлӗ программисемпе пулӑшу паракан сертификатсемпе свидетельствӑсем илекенсем татах та пулнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *