Суббота, 7 сентября

Шашка турнирӗ иртнӗ

Шашка турнирӗ иртнӗ

Шашкӑпа шахмат — спортӑн ӑс-тӑнпа ҫыхӑннӑ вӑййисем. Унпа ачасенчен пуҫласа ваттисем таранах туслӑ. Пирӗн округра  та ҫав енсемпе тӑтӑшах ӑмӑртусем ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.

Шашка вӑййине юратакансем Комсомольскинче пурӑннӑ Нина Ивановна Степанова ятне аван пӗлеҫҫӗ. Вӑл спортӑн ҫак енӗпе районта хӗрарӑмсем хушшинче час-часах пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, республика шайӗнчи тупӑшусене хутшӑнса та малти вырӑна тухнӑ. Декабрӗн 16-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче Н.И. Степановӑна асӑнса шашка турнирӗ иртнӗ. Унта хутшӑнакансем чылайӑн пулнӑ. Ӑмӑртӑва килнисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Нина Ивановнӑн ывӑлӗсем Владимир Николаевичпа Алексей Николаевич, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан В.Х.Денисов, ӑмӑртӑвӑн тӗп судйи Н.А.Максимов саламланӑ, пурне те ӑнӑҫу суннӑ. Н.И.Степановӑна лайӑх пӗлнӗ Е.П.Васильева ун ҫинчен аса илсе калаҫнӑ.

Вӑйӑсем хӗрӳ те интереслӗ иртнӗ. Кашниех ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнӑ. Пӗрремӗш ушкӑнра чи нумай очко пуҫтарса Эльвира Сурина пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗшӗнче — Марина Языкова, Алена Медынцева виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Иккӗмӗш ушкӑнра вылянӑ шашистсем хушшинче Валентина Макосеева мала тухнӑ. Ун хыҫҫӑнхи вырӑнсене Марина Петухова, Айгель Гиннетуллина ҫӗнсе илнӗ.

Виҫҫӗмӗш ушкӑнри спортсменсенчен Людмила Гибатдинова чи пултарулли пулнӑ. Елена Васильева иккӗмӗш, Алсу Фаткуллина виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе, медальсемпе наградӑланӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *