Патшалӑх влаҫ органӗсен ХXI спартакиадин финалӗ

Патшалӑх влаҫ органӗсен ХXI спартакиадин финалӗ

 Декабрӗн 17-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче патшалӑх влаҫ органӗсен, федерацин ӗҫ  тӑвакан влаҫ тата Чӑваш Республикин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫченӗсен XXI Спартакиадин финал тапхӑрӗ иртрӗ. 

Килсе ҫитнӗ хӑнасене чи малтанах Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ — шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Степанов, физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ Александр Фадеев саламларӗҫ, ӑмӑртусене хутшӑнакансене лайӑх кӑмӑл, ӑнӑҫу сунчӗҫ.

«Паянхи уяв спорта, физкультурӑна юратакансене, сывлӑхлӑ та патвар пулас текенсене пурне те пӗрлештерет. Спартакиада — ӗҫтешсемпе тӗл пулса вӑй-хал, чӑтӑмлӑх, ӑсталӑх енӗпе ӑмӑртура вӑй виҫесси кӑна мар, туслӑ ҫыхӑнусем йӗркелемелли меслет те. Сире тупӑшура чи лайӑх кӑтартусем тума сунатӑп», — терӗ Николай Никандрович.

Спартакиадӑна хутшӑнакансем спортӑн виҫӗ тӗсӗнче — волейболла выляса, шывра ишсе тата дартсра — ӑмӑртрӗҫ. Тупӑшусем питӗ хӗрӳ те интереслӗ иртрӗҫ.

Федераллӑ ведомствӑсен территорири органӗсен командисен хушшинчи ӑмӑртӑвӑн пӗтӗмлетӗвӗпе шывра ишессипе  Шалти ӗҫсен министерствин команди 1-мӗш, Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерстви 2-мӗш, УФСИН 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Дартсра вара МЧС 1-мӗш, федераллӑ налук службин регионти управленийӗ 2-мӗш вырӑна тухрӗ, приставсен службин республикӑри  управленийӗн хастарӗсем — 3-мӗш вырӑнта. Волейбол вӑййинче  1-мӗш вырӑнта — МЧС, 2-мӗшӗнче — ШӖМӖ, 3-мӗшӗнче — налукҫӑсен служби.

Чӑваш  Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен командисем хушшинчи ӑмӑртусенче ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ӗҫченӗсем шывра ишессипе 1-мӗш, дартсра тата волейболра 2-мӗш вырӑнсен хуҫисем пулса тӑчӗҫ. Чӑваш Енри Гостехнадзор службинче тӑрӑшакансем дартсра 1-мӗш, волейболра 3-мӗш вырӑнпа палӑрчӗҫ. Ял хуҫалӑх министерствин специалисчӗсем волейболра 1-мӗш, шывра ишсе 3-мӗш вырӑна тухрӗҫ. ЧР Патшалӑх Канашӗнче тӑрӑшакансем шывра ишессипе иккӗмӗшсем пулчӗҫ, ҫутҫанталӑк министерствин команди дартсра 3-мӗш вырӑна йышӑнчӗ.  

Вырӑнти самоуправлени органӗсенче  тимлекенсем те кашни округранах килсе ҫитнӗ. Вӗсем хушшинче шывра ишессипе иртнӗ тупӑшура 1-мӗш вырӑн хуҫи Шупашкар округӗн команди пулса тӑчӗ, 2-мӗш вырӑнта — Вӑрнарсем, 3-мӗшӗнче — Комсомольскисем. Канашсем дартс вӑййинче 1-мӗш пулчӗҫ, 2-мӗшӗнче — Елчӗксем, 3-мӗшӗнче  — Вӑрмарсем. Шупашкар округӗн команди волейболра та ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ, Ҫӗрпӳ команди 2-мӗш вырӑна, Йӗпреҫсем 3-мӗш вырӑна юлчӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене пурне те тивӗҫлӗ степеньлӗ медальсемпе, дипломсемпе тата кубоксемпе чысларӗҫ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *