Понедельник, 26 февраля

Чи ӗҫчен ҫемье пирӗн тӑрӑхра пурӑнать

Чи ӗҫчен ҫемье пирӗн тӑрӑхра пурӑнать

Чӑваш Енре «Ҫулталӑк ҫемйи — 2023» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Асӑннӑ конкурсӑн муниципалитет  тапхӑрӗсене 2023 ҫулта пурӗ социаллӑ хастар 90 ҫемье хутшӑннӑ.

Ҫав кун ҫемьесене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ. Пирӗн муниципаллӑ округри Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче пурӑнакан Филипповсем «Ӗҫчен ҫемье» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ.

Валентинӑпа Сергей Филипповсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 14 ҫул иртнӗ, пӗрле виҫӗ ача  ҫитӗнтереҫҫӗ, вӗсене тарӑн пӗлӳ, тивӗҫлӗ воспитани илме пӗтӗм услови  туса панӑ. Ахальтен мар ачисем пурте вӗренӳре маттур, обществӑлла пурнӑҫра та питӗ хастар.

Ҫемье пуҫӗ Сергей Иванович «Рассвет» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче тӗп агрономра тӑрӑшать. Валентина Анатольевна вара — округра «Движение первых» обществӑлла организацие аталантарас енӗпе ӗҫлекен специалист.  

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *