Пресс-конференци иртнӗ

Декабрӗн 14-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫулсеренех ҫулталӑк вӗҫӗнче йӗркелекен пресс-конференци ирттернӗ. Вӑл хамӑр тата ют ҫӗршывсен журналисчӗсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравланӑ.

Тӑватӑ сехет ытла пынӑ пресс-конференцире Раҫҫейӗн шалти тата тулашри политикипе, социаллӑ-экономикӑлла лару-тӑрӑвӗпе, обществӑлла-политикӑлла пурнӑҫӗпе тата ытти темӑсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем пулнӑ. Ыйтакансене Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ пирки Президент мӗн шутлани те интереслентернӗ.

Владимир Путин  пур ыйту  ҫине те тулли хуравсем панӑ. Вӗсенчен илнӗ хӑш-пӗр йӗркесем: «Украинӑра мир Раҫҫей хӑйӗн  тӗллевӗсем патне ҫитсен ҫеҫ пулать». «Мобилизаципе кайнӑ  14 ҫын, «Раҫҫей Геройӗ» ята тивӗҫнӗ». «Ҫӗнӗрен мобилизаци тума сӑлтав ҫук». «Спорт политикӑпа ҫыхӑнмалла мар. Унӑн ҫынсене пӗрлештермелле». «Раҫҫейре ҫӑмарта хакӗ тӗлӗшпе улшӑнусем пулмалла». «Китайпа Раҫҫей хушшинчи таварҫаврӑнӑшӗ кӑҫал 30 процент ӳсмелле, 220—230 миллиард долларпа танлашмалла».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *