Уяв концерчӗ пулнӑ

Уяв концерчӗ пулнӑ

Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунне халалласа декабрӗн 12-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче «Юрататӑп сана, манӑн Раҫҫей!» литературӑпа музыка каҫӗ иртнӗ.

Унта малтанах 14 ҫул тултарнӑ ҫамрӑксене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура РФ гражданинӗн паспортне панӑ. Ҫак ӗҫе шалти ӗҫсен пайӗ тата «Движение первых» организаци пӗрле йӗркеленӗ. Шкул ачисем Тӑван ҫӗршыва упрама, ӑна юратма, хӑйсен кил-ҫуртне тата аслисене хисеплеме, Раҫҫей Федерацийӗн тивӗҫлӗ гражданӗсем пулма тупа тунӑ.

Ачасене Раҫҫей ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗн представителӗсем Арина Галкинапа Игорь Козлов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен советникӗ Ольга Григорьева, «Движение первых» юхӑмӑн округри уйрӑмӗн ертӳҫи Валентина Филиппова саламланӑ. 

Культура ӗҫченӗсем залра ларакансене уяв концерчӗпе савӑнтарнӑ,  илемлӗ юрӑ-ташӑпа лайӑх кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *