Понедельник, 22 апреля

Автомодель спортӗнче – иккӗмӗшсем

Декабрӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 11-мӗш номерлӗ вӑтам шкул никӗсӗ ҫинче  автомодель спорчӗпе республика шайӗнчи «Патриотсем» ӑмӑрту пулнӑ.

Тупӑшусем виҫӗ ушкӑнра иртнӗ. Унта пирӗн округри ачасене хушма пӗлӳ паракан центрӑн Асанкассинчи филиалӗн хастарӗсем хутшӑннӑ, ӑмӑртуран 2-мӗш вырӑнпа таврӑннӑ. Маттур каччӑсене кружокра Вячеслав Салаев педагог хут ҫӗленсен, самолетсен, автомобиль моделӗсем тума вӗрентет. 

Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх, уйрӑм хутшӑнакансем хушшинче RC DRIFT класӗнче кӗҫӗн ушкӑнра Глеб Терентьев 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. «Кольцевые гонки» класри кӗҫӗн тата аслӑ ушкӑнӗсенче Осип Салаевпа Егор Козлов 3-мӗш вырӑна тухнӑ. 

«Автогородок» класӗнче аслӑ ушкӑнра Осип Салаев 2-мӗш вырӑна, Егор Козлов 3-мӗш вырӑна йышӑннӑ.

Призерсене тата вӗсен ертӳҫине республика шайӗнче лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ ятпа саламлатпӑр, малашне те спортпа техника енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр!

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *