Черетлӗ лару иртнӗ

Черетлӗ лару иртнӗ

Декабрӗн 11-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче депутатсен Пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗ пулса иртнӗ.

Ӑна депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ.  Лару ӗҫне округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, округ администрацийӗн  структурин пайӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.

Депутатсем 4 ыйту пӑхса тухнӑ. Округӑн финанс пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан З.М.Айнетдинова муниципаллӑ округӑн 2024 ҫулхи тата 2025, 2026 ҫулсенчи планлӑ тапхӑрти бюджечӗпе паллаштарнӑ.  Кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусемпе округӑн право ӗҫӗсен секторӗн заведующийӗ О.Р.Соколова, ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалисчӗн ӗҫӗсене тӑвакан Р.М.Шарафутдинов тухса калаҫнӑ. Депутатсем ыйтусене   сӳтсе явса кирлӗ йышӑнусем тунӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *