Асра юлмалли тӗлпулу иртрӗ

Асра юлмалли тӗлпулу иртрӗ

Кам вӑл художник? Лайӑх ӳкерме ӑҫта вӗренме пулать?   Ӳкерчӗк илемлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла? Ӳнер искусствипе ҫыхӑннӑ ҫак тата ытти ыйтусем ҫине хурав тупас тесе  Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи 5-мӗш «к» класра вӗренекенсем Н.В.Игнатьева художник-педагога тӗлпулӑва чӗнчӗҫ.

Надежда Виссарионовнӑпа калаҫу интереслӗ иртрӗ. Вӑл хӑй мӗншӗн илемлӗх тӗнчине туртӑннине, сӑнарлӑ искусствӑна суйласа илсе художник пулса тӑнине тӗплӗн каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ӳнер искусствин тӗрлӗ техники, енӗсем ҫинчен кӑсӑклӑ ӑнлантарса пачӗ.

Вӗренекенсем вӑл ҫырнӑ   (ӳкернӗ) картинӑсемпе юратса паллашрӗҫ. Вӗсен сӑрӑҫӑ патне ыйтусем тупӑнсах пычӗҫ. Чуна илӗртекен ӳкерчӗксем ачасен пурин кӑмӑлне те кайрӗҫ.

Художник-педагог вӗренекенсене вӑл е ку ӳкерчӗке тунӑ чухне кӑранташа мӗнлерех тытмаллине кӑтартса пачӗ. Ачасем хӑйсем те ӳкерчӗксем турӗҫ.

Художник тӑван тавралӑха  ӳкерсе ҫутҫанталӑка урӑхларах курма чӗнет, хамӑр пурӑнакан тӑрӑха илемлӗ сӑрӑсем урлӑ кӑтартса унӑн илемне туйма хистет.

Ҫак тӗлпулу ачасен асӗнче чылайлӑха юласса шанма пулать. Вӗренекенсенчен хӑшӗ-пӗрин, тен, сӑнарлӑ искусство енне те туртӑнас кӑмӑлӗ ҫуралӗ?

Ачасене мӗн пӗчӗкрен илемлӗхе туйма хӑнӑхтарас тесен ҫакӑн пек тӗлпулусем йӗркелени пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Петр Родионов,

педагог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *